23 августа 2014 г.
НУМАЙ пулмасть Республика Пуçлăхĕ пирĕн районти Турхан ял тăрăхĕнче пулса кунти çĕр ĕçченĕсемпе курнăçнăччĕ. Ун чухне çынсем сутакан сĕт хакĕ пĕчĕк пулнă пирки пăшăрханса калаçрĕç. Чăваш Ен ертỹçи ун хыççăн та тĕл пулусенче продукци 13 тенкĕрен кая пулмалла маррине пусарсах çирĕплетрĕ. Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те хаксене тирпейлес, вĕсене пĕр шайра тăвас тĕллевпе ăнлантару ĕçне йĕркеленĕ, комисси час-часах ирхине вырăнсене тухса сĕт пухакансемпе тата продукцие сутакансемпе тĕл пулать. Августăн 19-мĕшĕнче те райадминистрацин ял хуçалăх, экономика, экологи, çĕр хутшăнăвĕсен пай специалисчĕсемпе районти ветеринари станцийĕн специалисчĕсем Шăнкăртам ял тăрăхĕнче пулнă. Кунта сĕт пуçтаракансем улттăн: Ф. Янтыков, Г. Хайбуллова, Н. Артамонова, Э. Тухфетуллов, Н. Камалетдинов, Р. Ильясов. Усламçăсем талăкне 4 тонна сĕт пуçтараççĕ. Хакĕ уйрăлсах тăмасть _ 12.50 _ 13 тенкĕ. Урăхла каласан, Республика Элтеперĕ лартнă тĕллев патне çывхарса пыратпăр темелле. Анчах та тавар сутакансен çак ыйтăвăн тепĕр çивĕчлĕхĕ пирки те манмалла мар: ку вăл _ продукци пахалăхĕ! Шыв хушса кăвак тĕс çапнă сĕте никам та çак хакпа туянас темĕ. Çапла мар-и-ха? Çавăнпа та сĕт хуçисен те таса чунлă пулмалла, улталамалла мар.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)