12 июля 2014 г.
РАЙОНТИ ЗАГС пайĕшĕн кăçалхи çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ пĕр йĕрсĕр иртмен. Шăпах çакăн чухне Çырăнтару керменĕн ĕçченĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кун çути курнă 250-мĕш пепкене шута илнĕ. Ишекри Алексей Александровичпа Нина Алексеевна Викторовсен çемйине пĕрремĕш "аист" вĕçсе килнĕ. Пулас пăхаттире ашшĕпе амăшĕ Александр ят панă.
Шăнкăртамри Алеевсемшĕн вара çакнашкал телей харăсах икĕ хут пысăкланнă. Дэниф Эльфитовичпа Гузелия Мансуровнăсен йĕкĕреш арçын ачасем çуралнă. Пĕр варта юнашар выртнă Ибрахимпа Исмагыйла вара килĕнче тепĕр пиччĕшĕ _ Мухаммад _ чăтăмсăррăн кĕтсе илнĕ.
Сăмах май каласан, çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта улттăмĕш йĕкĕреш çуралнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)