Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хĕрлĕ автан" çур çĕрте авăтма пуçланă

28 июня 2014 г.

 КĂÇАЛХИ çур çулта районта вун пилĕк пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан йышĕ самай сахал: пĕлтĕр ку тапхăрта Патăрьелĕнчи пушар чаçĕнче ĕçлекенсем çирĕм ултă хутчен вутпа куçа-куçăн тăнă. Çĕртме уйăхĕнче çеç шыв тултарнă хĕрлĕ машинăсем çичĕ хутчен сирена кăшкăртса вырăнсене васканă. Хальхинче те çуллахи çак уйăх ăнăçсăр килсе тухрĕ. Иртнĕ эрнере Шăнкăртамри Юнусовсен хуçалăхне хăйĕн серепине çаклатнă инкек _ тăваттăмĕш. Çур çĕрте авăтма пуçланă "хĕрлĕ автана" парăнтарас тесе самай йĕпенме тивнĕ пушарниксен. Хальлĕхе унăн сăлтавĕ пайăрлах мар-ха _ специалистсем тĕпчеççĕ. Версисенчен пĕри _ ют çын алла вут тытни.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика