18 июня 2014 г.
ĔМĔР ĕмĕрлесси чăнласах та уй урлă каçасси çеç мар. Хирти Пикшик пики Шăнкăртам кинĕ пулнă хыççăнах хăйĕн специальноçĕпе райпона бухгалтера вырнаçнă. Çак кунсенче вара Г. Шарипова шут шăрçине туртма пикенни шăп та лăп хĕрĕх çул çитнĕ. Ку таранччен ĕç ветеранĕ хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăран сахал мар хисеплĕ хутсене, парнесене тивĕçнĕ. Ĕнер чыслă лару-тăрура кăкăр çине çакса янă "Ĕç ветеранĕ" медаль вара унăн утса тухнă кун-çулне хак паракан чи пысăк награда.
Гельзифа Нурулловна ĕçне çемьере малалла тăсаканĕ _ Ландыш хĕрĕ. Аслă пĕлỹллĕ ăста специалист паян Мускаври пĕр организацинче тĕп бухгалтер пулса тăрăшать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)