Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телей пĕрлештернĕ çемье

31 мая 2014 г.

 Çапла хак парас килет Шăнкăртамра пурăнакан Бурчаклысен çемйине. Паян виçĕ ăру çитĕнет ăшă йăвара: аслашшĕпе асламăшĕ, ашшĕпе амăшĕ, ачисем. Çак кунсенче вара тăваттăмĕш сыпăк та сас панă. Фания Минсеитовнапа Наил Нурулловичăн Пĕтĕм Тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун умĕн Айгел хĕрĕн ывăл ача çут тĕнчене килнĕ.

Ялта йышлă ача çуратса воспитани панă çемьесем сахал мар. Вĕсем кашнийĕ хăйне евĕр ăрасна. Эпир суйласа илнине вара пилĕк пинлĕ Шăнкăртамра пĕлмен-палламан çын сахал пулĕ. Ĕçчен те тирпейлĕ, тăрăшуллă та пултаруллă пулнăран ырă ят çĕнсе илнĕ. Çур ĕмĕр кăвакарчăнсем евĕр кăлтăртатса пурăнакан Нурулла Хабибулловичпа Сария Шафигулловна кил вучахне нихăçан та сивĕнме, япăхма, саланма паман. Ватăсем калашле, ашшĕ-амăшĕ пиллесен вара пин пулатех. Тăватă ачине те çуралсассăнах çунат хушнă. Вăл шутра паян кашни апатра пепкисене кĕрекене пĕрле пуçтаракан Наил Нурулловича та.

Çак кунсенче вĕсем хăйсен тепĕр савăнăçне яланхи пекех кĕрекере пĕрле пайланă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн Бурчаклысен çемйине "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орден медальне панă. Саккăрăн сак тулли пуçтарăнакан кăтартуллă çемье пирки вулакансене тĕплĕнрех паллаштарасшăн.

Фания Минсеитовнапа Наил Нурулловичăн йăх-несĕлĕсем иккĕшĕн те çак ялтанах. Çавăнпа та хĕрпе каччă пĕр-пĕрне еплерех тупни пирки пуç ватмалла мар. Шкулти туслăх хĕрỹллĕ туйăма куçнă хыççăн вĕсем çемье чăмăртанă. Унтанпа та 22 çул çитнĕ ĕнтĕ. Килĕшỹллĕ мăшăр виçĕ хĕр те пĕр ывăл çитĕнтерет. Ачисем те пĕринчен тепри матур та сатур. Айгел амăшĕ пекех шкултан пиллĕк паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă. Халĕ харăсах икĕ аслă шкулта пĕлĕвне малалла тăсать. Пулас психологпа логопед наука енне туртăннă: час-часах пысăк аудиторисенче докладсемпе, рефератсемпе тухса калаçать. Икĕ йăмăкĕ те аппăшĕн çулĕпех утаççĕ, вĕренỹ отличникĕсем тĕрлĕрен кружоксене çỹреме те, общество пурнăçне хастар хутшăнма та вăхăт тупаççĕ. Иккĕмĕш класа каякан Ниязăн, аслисене пăхсан, начар каччă пулса ỹсмелле мар. Ку вара чăнах та çапла. Ашшĕпе аслашшĕ пек хул-çурăмран та тĕреклĕ, ăс-тăнран та çивĕч пулса ỹстерме тăрăшаççĕ юратнă ывăлĕпе мăнукне. _

Эпĕ асаннепе асаттене чун-чĕререн юрататăп. Аттепе аннене вара тата ытларах, _ савăнăçне пытараймасăр чĕвĕлтетет вăл. Амăшĕн алли вара яланах пепкисене ачашлама юратать. "Çемьере пурне те юратмалла, ваттисене хисеплемелле, аппусене итлемелле, юлташусемпе те туслă пулмалла..." _ ăс парать амăшĕ, Фания Минсеитовна яланхи пекех ăна пуçран шăлса.

Бурчаклысен çемйи ĕçре те, кĕрекере те яланах юнашар. Уявсенче вĕсем савăнăçа пĕрле пайлаççĕ: тутлă апат çиеççĕ, техĕмлĕ чей ĕçеççĕ, чун каниччен калаçаççĕ, малашлăх пурнăçа планлаççĕ... Тепĕр чухне пĕр-пĕрин валли кăсăклă мероприятисем те шыраса тупаççĕ. Иртнĕ çул Нурулла абыйпа Сария аппа ылтăн туйне паллă тунă. Юратнă кинĕ çак куна асра юлмалла паллă тăвас тесе темĕн те шыраса тупнă. Мĕн пур тăванĕ умĕнче "çамрăк мăшăрсене" ачисем ылтăн çĕрĕ парнеленĕ, кăтартуллă пурăннишĕн çĕре çити пуç тайнă.

Ĕçлесе тăкнă тар çĕр суранне те тỹрлетет, теççĕ. Ку енĕпе Бурчаклысен çемйи пĕр пăт тăвар çинĕ темелле. Çак çемьере аслă ăру хисеплĕ ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Фания Минсеитовна та Чăваш патшалăх университечĕн стоматологи факультетĕнчен вĕренсе тухнăранпах шăл тухтăрĕнче. Малтанласа вăл ĕç стажне районти тĕп больницăра пуçланă, халĕ вара Патăрьелĕнчи "Çăл куç" реабилитаци центрĕнче нумай çул хушши хăйĕн профессийĕпе тăрăшать. Çулталăка 800 _ 1000 пациентăн ыйтăвне тивĕçтерет специалист! Сывă пурнăç йĕркине хапăллакан çемье спортпа та туслă. Тăватă ача амăшĕ районта иртекен спорт мероприятийĕсене те хастар хутшăнать.

Çемье пуçĕ Наил Нурулловичăн хăйĕн пурнăç çулĕ: салтак тумне хывсан каччă çул-йĕр юсакан колоннăна слесарь специальноçĕпе вырнаçнă, каярахпа водитель-экспедиторта нумай çул кăтартуллă ĕçленĕ. Предпринимательте те тăрăшнă... Халĕ вара килти хушма хуçалăха тытса тăрать. Йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, ытти ял çыннисем пекех çĕр ĕçĕпе кĕрмешеççĕ.

_ Малалла та килĕштерсе пурăнма атте-аннен те, хамăрăн та сывлăх пултăр. Ачасемпе мăнуксемшĕн, ял çыннишĕн яланах ырă тĕслĕхлĕ пуласчĕ, _ тет вăл кăмăллăн хăйсен çемйине Раççей Президенчĕ пысăк награда панишĕн тав туса.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика