26 апреля 2014 г.
ÇАК кунсенче районти ЗАГС пайĕнче 150-мĕш пепке ячĕпе свидетельство çырнă. Хальхинче "айăпли" _ Шăнкăртамран. Ильдус Ринатовичпа Ильнара Минсеитовна Шарафутдиновсен çемйине виççĕмĕш чиперкке хутшăннă. Динăпа Ирке аппăшĕсен йăмăк тупăнни _ çемье телейĕ.
2014 çул Шарафутдиновсемшĕн тепĕр паллăпа та çырăнса юлĕ. Нумай пулмасть вĕсем тепĕр савăнăçне çывăх тăван-пĕтенĕпе пĕрле пайланă, йывăç туй кĕрлеттернĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)