Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлсе усă курмалла

05 апреля 2014 г.

 "Сывă пурнăç йĕркишĕн" пыракан акцие хутшăнса Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти 8а класра "Компьютер тата вĕренекенсен сывлăхĕ" темăпа класс сехечĕ иртрĕ. Унта электронлă техникăн уссипе сиенĕ çинчен калаçу пычĕ. Вĕренекенсем Солон философ сăмахĕсене аса илчĕç.

Компьютерпа усă курнă чухне лайăх енсем пурах. Анчах унпа "туслашас" тесен хăш-пĕр кирлĕ самантсене манмалла мар. Ачасене талăкра 1-1,5 сехет ларни çителĕклĕ. Компьютер вырнаçнă пỹлĕме уçăлтарса тăмалла. Пукан çинче тỹрĕ лармалла. Монитортан куçсем 70 сантиметрта пулмалла. Кашни 10 минутра куçсене кантарса илмелле. Хул-çурăм упражненийĕсем туни те вырăнлă. Уçă сывлăша тухма та манмалла мар.А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика