08 февраля 2014 г.
Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ шкулта районти вĕрентỹ çурчĕсенче çитĕнекен ăрăва хими тата биологи предмечĕсемпе пĕлỹ паракан предметниксен фестивалĕ иртрĕ. Унта 14 учитель хутшăнчĕ. Фестивале вĕренекенсем концерт программипе уçрĕç. Шкул директорĕ С. Калайбашева хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, вĕрентỹ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Г. Сабитова мероприяти тĕллевĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Фестивальте пĕр-пĕрин ĕç опытне илмелли мĕн пур май пулчĕ. Унта хутшăнакансем пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекен ачасен пĕлĕвĕ мĕнле шайра пулнине хак пама пултарчĕç. Вырăнти химипе биологи учителĕ Г. Салихова 11 класра уçă урок ирттерчĕ. Ăна та вырăна хурса хакларĕç.
А. ИВАНОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)