25 декабря 2013 г.
"Паян çамрăк çынсен ытларах та ытларах пайĕ япăх йăласенчен пăрăнса сывă пурнăç йĕркине суйласа илет...", _ терĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.
Çак сăмахсем ытти нумай спортсменсемпе пĕрлех Шăнкăртамри Марсель Сафиянова та пырса тивеççĕ темелле. Çулĕпе илес пулсан çак каччă вăй илсе, хул-çурăмĕпе тĕрекленсе кăна пырать-ха: Чăваш Патшалăх университечĕн пĕрремĕш курс студенчĕ нумай пулмасть çеç вун сакăр çул тултарнă. Апла пулин те пулас юрист çак кунсенче спорт каçалăкĕнче хăйĕн ятне районпа республика шайĕнче çеç мар, тата çỹлерех те çĕклеме пултарчĕ _ нумай пулмасть тутар каччи Хусанта чи-чи вăйлă кĕрешекенсем хушшинче иртнĕ турниртан Раççей чемпионĕ пулса таврăнчĕ!
_ Кăçал маншăн çулталăк ăнăçлă та, тухăçлă та пулчĕ. Хамăн ĕмĕтĕме пурнăçларăм. Кăшт маларах Чăваш Республикин спорт мастерĕн ятне хỹтĕлерĕм, халĕ вара хамăн виçеллисем хушшинче Раççей чемпионĕ пулса тăтăм. Çакăншăн хамăн тренерсене Ф. Чабатовпа М. Калайбашева, манăн çитĕнỹшĕн яланах пăшăрханнă аттепе аннене тав тумалăх пур, _ кăмăллăн пайлать хăйĕн савăнăçне çамрăк чемпион.
Каччăн спортри ăнăçлăхĕ пирки çакна каласа хăвармалла: арçын ача 8 _ 9 çулсенчех кĕрешме помост çине тăнă. Ун чухне вăл, черченкĕскер, вăтăр килограмм ытларах çеç тайнă. Малтанхи "икерчисем" Марсельшăн та пиçсех кайман. Хăш-пĕр ăмăртусенче çурăм çине выртнисем те сахал мар пулнă. Çапах та вăхăт иртсе пынăçемĕн çамрăк спортсменăн та опычĕ хушăнсах пынă. Вăтам тата аслă классенче ăна район шайĕнче кĕрешекенсен кашни ăмăртăвĕнчех курма пулнă. Чылай чухне вара вăл кăмăллă вĕçленнĕ: пĕр алăра _ дипломпа медаль, тепринче _ парне... Паян вĕсене Марсель шутласа та пĕтереймест. Килĕнче те хăйне евĕр музей пекех пулса кайнă.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)