21 декабря 2013 г.
УН ХЫÇÇĂН вара чăнах Çĕнĕ çул та çитсе çапăнĕ. Районти ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртсе пыракан Аçтаха çулталăкĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан утмăл ултă мăшăр ылтăн туйне паллă тунă. Кашнин ячĕпех çемьесене саламлă çырусем çитнĕ.
2013 çул вĕçлениччен шутлă кунсем çеç юлчĕç пулин те, килсене Хĕл Мучипе Юрпике çитиччен Шăнкăртамри Минхайдар Сабирулловичпа Геллиня Фатаховна Мифтахутдиновсем тата Татмăшри Николай Максимовичпа Елизавета Семеновна Ягудинсем çемье чăмăртани 50 çул çитнине паллă туса юлаççĕ-ха.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)