21 декабря 2013 г.
Раштавăн 18-мĕшĕнче районта информаци кунĕ иртрĕ. Унăн теми: Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Федераци Пухăвне тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырусем. Пысăк пĕлтерĕшлĕ документсемпе халăха паллаштарма района ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина ертсе пыракан ушкăн килчĕ.
Кăçалхи юлашки информаци кунĕ Патăрьелсемшĕн асра юлмалăх çырăнса юлчĕ. Çак кунхине Шăнкăртамра çĕнетсе улăштарнă ял клубне уçрĕç. Малашне вăл "Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи халăхăн культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕ" модернизациленĕ учреждени шутланать.
Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ Марат Айзатуллов мероприятие уçнă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов ял халăхне паянхи кун шайĕпе çĕнетсе улăштарнă культура вучахне уçнă ятпа саламларĕ, Рамил Забиров директора Хисеп грамоти парса чыс турĕ.
Пысăк уяв чылай чухне парнесĕр иртмест. Светлана Енилина министр Шăнкăртамсене Культура çулталăкĕнче яланах халăхпа пĕрле пулма, савăнма, ăс-хакăла пуянлатма компьютер, сасă тата çутă, видеопроекци хатĕрĕсене парнелерĕ.
_ Кăçал çеç республикăра 18 культурăпа кану учрежденине çĕнетсе улăштарнă. Вĕсенчен пĕри _ Шăнкăртамра. Сире пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп, малашне те хавхаланса ĕçлеме иксĕлми вăй-хал, ăнăçу сунатăп,_ терĕ вăл тĕл пулăва пуçтарăннисене. Малалла Светлана Александровна Раççей Президенчĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвĕсем пирки калаçу пуçарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.
Салам сăмахĕпе Чăваш Республикин Культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Альбина Алексеева тухса калаçрĕ, районти культурăна аталантарас, халăх йăли-йĕркине тытса пырас ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывнисене Тав хучĕсем пачĕ. Мероприяти хаваслă юрă-кĕвĕпе вĕçленчĕ, ял халăхĕ информаци кунĕнчен лайăх кăмăл-туйăмпа саланчĕ.
Малалла район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов тата С. Енилина министр Шăнкăртамри вăтам шкулсен, ача сачĕсен коллективĕсенче пулса вĕрентỹ сферин ĕçченĕсемпе Çырусенче хускатнă проблемăсене сỹтсе яврĕç.
Çак кунхине информаци кунĕн ытти ушкăнĕсем те тухăçлă ĕçлерĕç. Район администраци пуçлăхĕн çумĕ Валерий Осиповпа ЧР гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Юрий Исаев Первомайскинчи вăтам шкулта, финанспа бюджет надзор ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Даниловпа райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Альбина Алексеева, республикăри ведомствăна пăхăнман хурал управленийĕн ертỹçи Марат Семенов ертсе пыракан ушкăнсем Патăрьелĕнчи вăтам шкулсенче, "Паттăр" физкультурăпа спорт шкулĕнче, Патăрьелĕнчи искусство шкулĕнче, районти хурал пайĕн коллективĕсенче пулса Çырусене сỹтсе яврĕç, пăшăрхантаракан ыйтусене те хускатрĕç.
А. Николаева
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)