20 ноября 2013 г.
Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта 9б класра вĕренекенсем "Професси тĕнчи е хăш алăка уçмалла-ши?" темăна шĕкĕлчерĕç. Маларах ачасем унпа сочинени çырнăччĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче вуласа пани те кăмăллă пулчĕ. Тĕрлĕ професси çинчен сăмах пуçарма май пулчĕ вара.
Класс ертỹçи Т. Шапка пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсемшĕн кирлĕ калаçу пуçарнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Ку енĕпе ачасене аслисем те пулăшма тивĕçех. Ашшĕ-амăшĕ, вĕренекенсем хушшинче ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене ытларах пĕлекенсен конкурсĕ иртрĕ. Профессипе çыхăннă пĕлтерĕшлисем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç. Юлашкинчен çын ĕçре хăйĕн телейне тупнине палăртрĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)