06 ноября 2013 г.
Йышĕпе ултă пине çывхаракан Шăнкăртам районпа республикăра çеç мар, Раççейре те пысăк ялсенчен пĕри шутланать. Паян унталла та кунталла сарăлсах пыракан вăтăр сакăр урамра икĕ пине яхăн çемье тымар янă. Ял хушшипе выртакан çулĕ те самаях вăрăм: 39 çухрăма тăсăлать! Вырăнтах икшер пысăк вăтам шкулпа ясли-сад, культура çурчĕ, çыхăну уйрăмĕ, фельдшер, ветеринари пункчĕсем, магазинсем... Пĕринчен тепри ăсталакан капмар çуртсем тата мĕне тăраççĕ! Урăхла каласан, çак яла пырса кĕрсенех халăх халсăр марри, ытлă-çитлĕ пурнăçпа пурăнни сисĕнет.
_ Пурнăç тени йывăрлăхсăр мар ĕнтĕ. Ăна вара Шăнкăртамсем йышпа парăнтарма хăнăхнă. Çак йăла паян-ĕнер çеç те çуралман. Çавăнпа та халăхпа кирек мĕнле ĕçе пуçăнма та çăмăл, _ пуçларĕ хăйĕн калаçăвне ял тăрăх пуçлăхĕ М. Айзатуллов. Сăмах май каласан, Марат Минсеитович пысăк "лав" умне тăни тахçанах мар. Çапах та çамрăк кăлава ялти пĕтĕмĕшле йĕркешĕн çирĕп тăни сисĕнчĕ. _ Ку чухне ял сăн-сăпатне улăштарас, хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх кỹрес тесен тĕрлĕ шайри программăсене явăçма май пурри пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе эпир кăçал вĕрентỹ тата культура енĕпе хутшăнса хушма кĕмĕллĕ пултăмăр, Кзыл Камышри ясли сада, Шăнкăртамри культура çуртне "тумлантартăмăр". Çитес çул ялти пĕвене тĕпрен юсама тата çурт-йĕре комплекслă тата компактлă лартма уйăракан программăсене çакланасшăн,_ кăмăллăн паллаштарчĕ хăйĕн шухăшĕпе ял кăлави.
Юлашки çулсенче çак ялăн сăн-сăпачĕ çĕнелчĕ çеç мар, вăл чылай тирпейленчĕ те. 7-8 çул каяллах Шăнкăртамри кашни урам тата тăкăрлăк вĕçне, обществăлла çуртсен умне хулари евĕр çỹп-çап тăкмалли çаврака пĕчĕк тимĕр ещĕксем вырнаçтарсан иккĕленỹ те çуралнăччĕ: ял халăхĕ çак йĕркене хăнăхайĕ-ши? Çуркуннехи-çуллахи кунсенче кашни çурт умне чечек кăшăлĕсем туса çеçкесем ỹстересси те иккĕлентернĕччĕ. Паян вара çак йĕркесем вырăнти муниципалитетăн яланхи тимлĕхĕнче пулни кăмăллă.
_ Ял халăхĕ урамсене тирпейлĕ те хăтлă тытас ыйтăва хăйсен пĕрремĕш тивĕçĕ тесе йышăнать. Халĕ эпир çын иртсе çỹрекен вырăнсене хур-кăвакала е ытти выльăха кăларса çăртарса çỹретместпĕр, кашниех урамсенче чи хитре чечексене çитĕнтерме тăрăшатпăр. Çак йĕркене пире унчченхи кăлава, Р. Купкенов нумай хăнăхтарчĕ,_ хăйĕн шухăшне тỹрреммĕн пĕлтерчĕ вăтăр çул ытла ял тăрăхĕнче специалистра тăрăшакан М. Закирова.
Шăнкăртамра вырăнта куллен тĕл пулакан ыйтусене ăнăçлă та тивĕçлĕ татса пама пулăшакансен "çарĕ" те пĕчĕкех мар. Урам представителĕсем çеç 94 çын шутланаççĕ. Унсăр пуçне вырăнти ял тăрăх депутачĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçлаççĕ. Ялта аксакалсемпе хисеплĕ çынсенчен йĕркеленнĕ обществăлла канаш та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем кашни уйăхăн юлашки вырсарни кунĕнче çавра сĕтел тавра пуçтарăнаççĕ. Ларусенче вара халăхра капланнă чи çивĕч ыйтусене хускатаççĕ: тирпей-илем, урамсенчи каçхи çутă, ватă çынсен пăшăрханăвĕ, уйрăм çемьесен проблемисем тата ытти те. Урăхла каласан чун хавхаланăвĕпе ĕçлекен урам представителĕсем ытти хăш-пĕр администрацисенчи старостăсем пекех халăхпа влаçа пĕр тĕвре çыхăнтарса тăракан хастарсем шутланаççĕ. Çак ĕçе вырăнта чăнласах та лайăх йĕркеленĕ. Ларăва вара кирек кам та хăйĕн ыйтăвĕпе тухма пултарать. Нумай пулмасть сăмахран, оществăлла канаш пĕр çамрăкăн пурнăçĕпе çыхăннă ыйтăва пăхса тухнă. Вăй питти арçынна ура çине тăма хаклă операци тумалла пулнă. Инкекри çынна çăлас тĕллевпе ял халăхĕ 3-4 сехет хушшинчех халăхран 130 пин тенкĕ укçа пуçтарса панă. Çакнашкал сăваплă ĕçшĕн яланах кар тăрать ял çынни. Ырă ĕçĕн вара хакĕ те, сумĕ те пысăк. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем саккун тăрăх тỹрремĕнех пурнăçламалли тепĕр полномочи _ урамсене çутă парассине йĕркелесси. Халăх пурăнакан вырăнсенчи урамсене ку чухнехи майсемпе çутатни поселенире пурăнакансемшĕн хăтлăх тата вĕсен хăрушсăрлăхĕ кăна мар, вăл çынсен кăмăл-туйăмне те çĕклет.
_ Ку тĕлĕшпе эпир урамсене майĕпен энергие перекетлекен лампочкăсемпе çутасси çине куçарса пыратпăр. Хальлĕхе Пушкин урамĕнчи юпасем çинче йăлтах çавăн пек çутăсем ялкăшаççĕ. Ку ĕçе те халăхăн пысăк ăнланулăхĕпе, пулăшăвĕпе пурнăçлатпăр, вырăнти бюджет укçипе энергорасхутсене пĕтĕмпех саплаштарма май çук,_ терĕ кун пирки калаçу пуçарсан ял пуçлăхĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)