Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр ут юртать, пуăне ухать..

14 августа 2013 г.

Шăнкăртам вăрманĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкă иртнĕ вырсарни кун шавласа та кĕрлесе çеç тăчĕ. Кунта лаша спорчĕн Раççей шайĕнчи ăмăртăвĕ, пĕрлех Шăнкăртам ялĕн акатуйĕ иртрĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, мăсăльмансен Мускаври, центрти регионĕнчи тата Чăваш Республикинчи Тĕн управленийĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Альбир хазрат Крганов муфтий, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Айзатуллов, Тутар Республикин ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕн çумĕ Н. Хазипов, Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ Р. Закиров, Чĕмпĕрти пулăшу кỹрекен "Сембер" фондăн тĕп директорĕ, "Симбирский дом" компанин президенчĕ Ф. Аюпов тата ытти хаклă хăнасем хутшăнчĕç. Пурте вĕсем чăвашпа тутар халăхĕ туслă пурăннине палăртрĕç. Тутар Республикинчен килнĕ тата вырăнти артистсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Тĕп сцена çинче концерт пынă вăхăтрах лашасен спорт ăмăртăвĕ пуçланчĕ. Кунта вара ватти-вĕтти пухăннă. Хамăр республикăран çеç 40-е яхăн урхамах (пирĕн районтан 20-е яхăн!) хутшăнчĕ. Унсăр пуçне Тутар Республикинчен, Мари Элтан, Чĕмпĕр тата Киров облаçĕсенчен те утсене илсе килнĕ. Пĕри вара _ Германинченех. Ăмăрту питĕ хĕрỹ иртрĕ. Куракансем куç хупмасăр тăватă ураллă тусăмăрсем чупнине сăнарĕç.

Пурĕ 15 чупу ирттерчĕç. Старта ветерансем те (И. Кеметов, Г. Ахтямов, И. Вазюков хăйсем çỹрекен лашасемпе) тăчĕç. Тилхепене тытса пыракансем яш чухнехи вăр-варлăха çухатманни, выльăх чунне туйма пĕлни сисĕнчĕ. Финиша 80 çула çывхаракан И. Кеметовăн "çил çуначĕ" малтан кĕчĕ.

Чи интереслĕ ăмăрту финалта пулчĕ. Вăл Тутар Республикин Президенчĕ тата Чĕмпĕрти "Сембер" фонд паракан чи сумлă парнесене _ çăмăл автомашинăсене _ çĕнсе илессишĕн пычĕ. Шел, аслă призсем пирĕн района юлмарĕç. Хытă чупакан таса ăратлă лашасем хушшинче В. Семеновăн (Киров облаçĕ) Тобол урхамахне çитекенни пулмарĕ. Рысаксенчен Голдог-Раннер (Р. Хуснутдинов, Уфа) чи малтан çитрĕ. Вăл Патăрьел ипподромĕн реккордне çĕнетрĕ: 2 минут та 6 çеккунт.

Уява килнисем Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорт шкулĕн воспитанникĕсем, юланутпа пынă вăхăтрах тĕрлĕ хусканусем тунине пăхса тĕлĕнчĕç.

О.ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика