Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçĕ те, пăшăрханăвĕ те пĕрле

29 июня 2013 г.

Шăнкăртамри Э. Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулпа кăçал 26 ача сыв пуллашать. Çак ятпа вĕренỹ çуртĕнче уяв каçĕ ирттерчĕç. Унта ачасемсĕр пуçне педагогсем, ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕç.

Малтанах С. Калайбашева директор медаль илме тивĕç пулнă выпускниксене саламларĕ, аттестат пачĕ.

Вĕреннине çирĕплетекен документа пурте алла илчĕç.

Пурнăç çулĕ çине тухакансене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Айзатуллов, Г. Пазюкова вĕрентекен, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Н. Куряков тата ыттисем саламларĕç.

Лилияпа Айрат Исхаковсем çитĕнекен ăрăва такăр çул сунса юрă шăрантарчĕç. Выпускнисем те парăмра юлмарĕç. Хăйсене ỹстерсе, вĕрентсе çын тăвакансене чĕререн тав туса сăвăсем вуларĕç, юрларĕç.

Кĕвĕ çеммипе кашнийĕ ташша тухрĕ. Çакă ачасене пурнăç юххине кĕртнĕнех туйăнчĕ.

М. Амалеева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика