Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂВАШĕ ТЕ, ТУТАРĕ ТЕ - ТĂВАН

26 июня 2013 г.

Ялти кашни çынрах тăванлăх туйăмне туять Шăнкăртамри А. Абитова.

Вăхăтĕнче çемьери инкеке сирсе яма кирек кам та пулăшнине паянхи кун та манаймасть вăл. Ырлăх-сывлăх сунакансене, алă тăсса паракансене ĕмĕрĕпех тав тума хатĕр. Пурне те пурнăçра ăнăçу, телей, юрату сĕнет.

Пурнăç урапи çаврака, теççĕ. Чăнахах та çапла-тăр. Унсăрăн Альбина Алексеевна улăпла сарăлса пыракан Раççейри пысăк ялсенчен пĕрне килсе вырнаçман та пулнă пулĕччĕ. Халĕ çакăншăн ỹкĕнмест. Мăшăрĕн тăванĕсене пĕр варта выртнă евĕрех туйса хисеплет, ял-йыша кăмăллать.

Çĕрпỹ районĕнчи Опнер ялĕнче çуралнăскер, Çĕпĕрти Томск облаçĕнче ỹссе çитĕннĕ. Ирçе, чăваш, тутар ачисемпе пĕр урамра вылянă, пĕр класра вĕреннĕ. Тĕрлĕ наци халăхĕ калаçури чĕлхепе, йăла-йĕркепе уйрăлса тăнине шутлама та пултарайман. Алла аттестат илсен каллех тăван яла ватăсем патне таврăннă, Çĕрпỹри музыкăпа культура училищине вĕренме кĕнĕ. Кайнă вара пурнăç. Çакăнта Шăнкăртам каччипе Фарид Шафигулловичпа паллашнă. Çамрăксем лекцисене те пĕрле çỹренĕ, курс ĕçĕсене те пĕрле хатĕрленнĕ, сессипе сесси хушшинчи экзаменсене пама тăрăшнă. Хĕрпе каччă хушшинчи туслăх юратăва çаврăнасса нихăшĕ те шутлама пултарайман. Ватти ватах çав, çакна хĕрĕн кукашшĕ туйнă. 

-Качча тухсан малтанах мăшăрăн тĕнне йышăн. Унсăрăн телей тупаймăн,- тенĕ.

Ватти пил панине пурнăçра тытса пыма тăрăшать Альбина Алексеевна. Çавăнпа мĕн ĕмĕтленни пурнăçланать Абитовсен. Паянхи куна илес пулсан, çемьере кашнийĕшĕн юратнă ĕç вырăнĕ пур. Фарид Шафигуллович районти культурăпа кану центрĕнче, Альбина Алексеевна ăсталăх шкулĕн Шăнкăртам филиалĕнче вăй хураççĕ. Иккĕшĕ те ĕçре хисепе тивĕçнĕскерсем. Ф. Абитова 2012 çулта районти культура ĕçченĕсем хушшинчи професси ăсти ята парса та чыс тунăччĕ. Министерство грамотисене те пĕр хутчен çеç илмен вăл.

Музыкăна чунтан парăннăскерсем виçĕ ача ỹстереççĕ. Раиль Шупашкарти кооператив институтĕнчен вĕренсе тухать. Азат - Хусан университечĕн виççĕмĕш курсĕн студенчĕ. Хĕрĕ ялти шкула çỹрет. Пурин пирки те ăшă сăмах калама пулать. Ашшĕ-амăш ăсталăхне ытларах Азат илнĕ. Раççей шайĕнчи "Татар моны" конкурсра вăл 2 пин ытла юрăç хушшинче лауреат ятне тивĕçнĕ. 2010 çулта "Урмай моны" фестивальтен иккĕмĕш вырăнпа таврăннă. Ытти шайри конкурссемпе концертсенче те халăх кăмăлне тивĕçтерекен юрăç вăл. 16 юрăран тăракан диск кăларчĕ. Ăна кăçал Хирти Пикшикре иртекен район кунĕнче презентацилеме ĕмĕтленет. Çак ĕçре хăйне пулăшнă çынсене кăмăлтан тав тăвать.

Чăвашпа чăвашла, вырăспа вырăсла, тутарпа тутарла шакăлтаттарса калаçаççĕ Абитовсем. "Томскра пурăннă чухне Альфия аппана, вĕреннĕ чухне Мария Александровнана (Нăрваш Шăхалĕнчен) çывăх туяттăмччĕ. Вырăс хушшинче ỹссен те мана чăваш, тутар чĕлхине вĕренме йывăр пулмарĕ. Качча килсен çур çултан тутарла калаçма пуçăнтăм. Çулталăкчен ман пирки çак чĕлхепе никам та вăрттăн пăшăлтатса калаçма пултарайман", - тет Альбина Алексеевна.

Паян туслă коллективра, мал ĕмĕтлĕ çитĕнекен ăру хушшинче А. Абитова. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул ертỹçи Г. Абейдуллова тăрăшнипе вĕренỹ çуртĕнче баянпа калама хăнăхма май паракан кружок уçнă. Вăл çиччĕмĕш çул ĕçлет. Унта 21 ача çỹрет. Пĕрремĕш выпуск пулчĕ те ĕнтĕ. Ачасен пултарулăхне ял халăхĕ те курса савăнчĕ. Вăтам шкул коллективĕ ашшĕ-амăшĕ умне пысăк концертпа тухрĕ. Диняпа Динар Хусеиновсем, А. Валитов, А. Кувакалов, И. Бикчурин, А. Баширов, Д. Салихова хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Хирти Пикшикрен те музыка ăсталăхне алла илме çỹрекенсем пур. А. Хамдеевăн тахçанхи ĕмĕчĕ пулнă баянпа калама вĕренесси. Халĕ ача музыка инструментне çăмăллăнах парăнтарать. Алла свидетельство та илнĕ. Сăмах май каласан, филиала çỹрекенсем вун пĕр класс вĕренсе тухнă хыççăн малалла çак енĕпе пĕлĕве тăсас текенсем те пур. Çакăншăн савăнать Альбина Алексеевна.

- Юрă-_ пурнăç илемĕ. Чун юрласан, çын ватăлмасть. Юрра итлеме кăмăллакансем те йышлă. Ахальтен мар туйсене, юбилейсене ятарласах таматасем чĕнеççĕ. Çемье уявĕсенче пулма хамăр та хирĕçлеместпĕр. Çакăншăн вĕренсе тухнă мар-и? Тепĕр енлĕ те ăнланма пулать çакна. Пирĕн пултарулăха халăх хак парать. Çавăншăн кăмăлтан савăнатăп, малашне те халăх хушшинче пулса халăхшăн ĕçлеме тăрăшатăп,- тет А. Абитова. Çапла пултăрах эппин.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика