Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен тренерĕсем сертификата тивĕçнĕ

22 июня 2013 г.

 РФ Президенчĕ Владимир Путин Олимп комитечĕн представителĕсемпе тĕл пулсан спортăн уйрăм тĕсĕсене аталантарма, вĕсене Олимпиада дисциплинисен йышне кĕртме сĕннĕ. Утă уйăхĕнче Хусанта иртекен Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăн программине пуçласа наци кĕрешĕвне кĕртни те çĕр-шыв ертỹçин сăмахĕпе тỹр килнĕ. Çавăнпа ăмăртусене ирттермешкĕн спортсменсене кăна мар, арбитрсемпе судьясене те хатĕрлеме тытăннă.

Йĕркелỹ комитетĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çур çулта 1400 ытла çын ятарлă семинарсенче вĕренсе квалификацие ỹстерĕ. Тĕнче ăмăртăвĕнче пурĕ 2361 арбитрпа судья ĕçлĕ, вĕсенчен 814-шĕ - тĕрлĕ çĕр-шывран. Универсиадăна хутшăнма ирĕк паракан сертификата Чăваш Ен тренерĕсем те тивĕçнĕ. Вĕсем - наци кĕрешĕвĕн регионсен хушшинчи федерацийĕн ертỹçи Виталий Васильев тата Патăрьел районĕнчи Фарид Чабатов тренер. Универсиадăра пирĕн ентешсем спортсменсен кĕрешĕвне хаклĕç.

"Хыпар" хаçатран.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика