Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илĕртỹллĕ ташă тĕнчи

05 июня 2013 г.

 Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта ташă кружокĕ 2008 çултанпах тухăçлă ĕçлет. Унтанпа коллектив районти, ун тулашĕнчи фестивальсемпе конкурссене сахал мар хутшăнчĕ. Ачасем хăй тĕллĕн вĕреннĕ Марий-Эл тĕп хулинчи "Чулпан" тата "Рамазан" регионсем хушшинчи конкурса çитсе килчĕç. Иртнĕ çул республикăра "Пурте ташлаççĕ. Пĕрле ташлатпăр" проектпа финалти этапра мала тухса Шупашкарти "Ташлакан шкул" фестивальте пулнăччĕ. "Звездочка" ташă коллективĕ çулленех районти тупăшусенче малти вырăнсене йышăнать. Кăçал вĕсен вальсĕпе халăх ташшисене жюри пысăка хурса хакларĕ.

Ачасене çак ăсталăха В. Кузьмина аслă категориллĕ учитель вĕрентет. Иккĕмĕшсене диплом тата фестиваль кубокĕ те тивĕçрĕ. Пиллĕкмĕшсем те çак чысах курчĕç. Аслăрах ушкăнрисем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Сцена çине тухма пултарулăх пулни çеç çителĕксĕр. Илĕртỹллĕ костюмсем те кирлĕ. Наци тумĕсене çĕлеттерме вара шкул администрацийĕпе ашшĕ-амăшĕ те сахал мар пулăшать. Ялăн обществăлла канашĕ (М. Янешев, Р. Абдулвалеев, М. Янешев, З. Халитов, А. Куртлюков, Р. Сагдеев) 80 пинлĕх пушмаксем илсе пама пулăшнине те ырламалла.

С. КАМАЛЕТДИНОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика