15 мая 2013 г.
2012-2013 вĕренỹ çулне хатĕрленнĕ май Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул районти конкурсра çĕнтерỹçĕ пулнăччĕ. Ỹссе çитĕнекен ăрăва аталанмалли, пĕлỹ илмелли мĕнпур услови пур ĕнтĕ кунта. Çакна та çирĕплетет-çке вăл. Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ. Чыса çĕре ỹкерес мар тесе мĕнле ĕçлет-ха коллектив? Ыйту хуравне тупас тĕллевпе вĕренỹ учрежденине çитрĕмĕр.Шкул директорĕпе Г. Абейдулловапа сăмах пуçартăмăр. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр.
-Тĕп ĕçĕмĕр пирĕн вĕрентỹ тата вĕренỹ. Иртнĕ çулхи пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем çинче чарăнса тăрар эппин. Математикăпа выпускниксен вăтам балĕ 57пе танлашрĕ. Çав шутра вăл районта 51,8, республикăра 49 пулчĕ. Вырăс чĕлхипе те район шайĕнчи вăтам кăтартуран лайăхрах. Обществознани, истори, физика, биологи, хими (суйласа илнĕ предметсем) парассипе те çỹлĕрех шайра тăратпăр. 9 ача ылтăн медальпе тухни те савăнтарать ĕнтĕ. Вĕрентỹпе воспитани процесне тĕллевлĕ тытса пыма тăрăшатпăр. Çитĕнỹ çăл куçĕ çавăнта тăр.
-Ачасен олимпиадăсене, конкурссене хутшăнас хастарлăхĕ пысăк. Кăçалхи ỹсĕмсем çинче чарăнса тăраймастăр-ши?
- "Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану" районти конференцинче вун пĕрĕн, олимпиадăсенче 35-ĕн призлă малти вырăнсене çĕнсе илчĕç. Наукăпа тĕпчев ĕçне явăçнăранах А. Айзатулловапа Ч. Абдрахманова Хусанти регионсем хушшинчи конкурсра мала тухрĕç. М. Сафияновпа А. Шамсутдинова тутар чĕлхипе литературин ку чухнехи тапхăрне тата малашлăхне тĕпчесе çĕнтерỹçĕсен шутне кĕчĕç. Э. Ахметова Раççей шайĕнчи конкурсра виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Республикăри çĕнĕ вĕрентỹ технологийĕсен центрĕ ирттерекен дистанциллĕ олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Хăш-пĕр аслă вĕренỹ заведенийĕсемпе тачă çыхăнура пулни кайран выпускниксене унта пĕлĕве тăсмалли сукмаксене такăрлатма пулăшать.
-Уроксем хыççăнхи вăхăт ачасемшĕн ирĕклĕ. Кам ăçта каять. Гелсирень Гадельзяновна, кун пирки мĕн каланă пулăттăр?
-"Абитуриент" кружока тăххăрмĕш тата вунпĕрмĕш классенче вĕренекенсем çỹреççĕ. Ытти 17шĕ вара ирĕклĕ. 393 вĕренекен валли те суйласа илмелĕх пур. Ытларах ташă (ертỹçи Т. Торговцева), литература (Р. Айзатуллова), "Çамрăк журналист" (Л. Узбекова), "Ăста алăсем" (С. Аксянова) тата ыттисене, спорт секцийĕсене кăмăллаççĕ. Ỹнерçĕсен (М. Шакиров) кружокне çỹрекенсен ĕçĕсем шкул стенисене илем кỹреççĕ. Музыка инструментне кăмăллакансем ( А. Абитова) концертсене хутшăнса ăсталăхне кăтартаççĕ. Сăмах май çакна та каласа хăвармалла. Шкулта телестуди ĕçлет. Пурнăçра йĕр хăвармалли мероприятисене кашнинех ỹкерме тăрăшаççĕ ачасем. Ĕçре кирлĕ оборудованисене туянма вара республика конкурсне хутшăнса грант çĕнсе илни пулăшрĕ. Епле кăмăллă халĕ. Коллективпа концерт лартнăччĕ. Ăна ỹкернĕ. Пысăк тăхтавсенче коридорти телевизорпа кашниех хăйĕн ăсталăхне çĕнĕрен пăхса хак пама пултарать. Вĕрентỹ кабинечĕсенче, лабораторисенче, библиотекăра, спорт залĕнче кружоксене ирттерме те меллĕ. _ Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те пурах ĕнтĕ. _ Паллах. "Манăн Шăнкăртам", "Сан çыннусем, ялăм" брошюрăсем кăларнă. Сахал мар тĕпченĕ-çке. Çуркуннехи ыр кăмăллăх эрнисене хутшăнатпăр. "Ромашка" ача сачĕ валли вылямалли теттесем пуçтаратпăр. "Таса ял" акципе килĕшỹллĕн йывăçсем лартатпăр. Ватăсене пулăшасси те асра. Пĕрлĕхре - вăй текен чĕнỹрен никам та айккине юлмасть.
- Сывă пурнăç йĕркинчен те пăрăнмастăр-ха.
-Сывлăхшăн тăрăшасси те тĕп вырăнта. Ачасене икĕ хутчен апатлантаратпăр. Хĕл каçма кирлĕ пахча çимĕçсене кĕркуннех хатĕрлесе хуратпăр. Нăрваш Шăхалĕнче икĕ кун ĕçлесе кирлĕ чухлĕ çĕр улмиллĕ пулнăччĕ. Вĕренỹ çинчен манса хырăмĕ пит выçнăран кил еннелле пăхакан ача ан пултăр тетпĕр.
-_ Ăнăçу кадрсенчен килет ĕнтĕ.
- Çапла. 47 педагогран 21шĕ аслă, 22шĕ пĕрремĕш категориллĕ. Лайăххисене ятран асăнса пĕтерме те çук. Пурин те пĕр тĕллев: ачасене тивĕçлĕ пĕлỹпе воспитани парасси. Çак тивĕçе тỹрремĕнех пурнăçлама тăрăшатпăр. Маларах асăннă хăш-пĕр çитĕнỹсем те вĕсене яр уççăн çирĕплетеççĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)