Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕн тата халăх йăли-йĕрки – паянхи пурнăçра

24 октября 2012 г.

Иртнĕ шăмат кунпа вырсарни кун Шăнкăртам ялĕ йышлă хăна-вĕрле сассипе кĕрлесе çеç тăчĕ. Çакăн валли сăлтавĕ те пысăк пулчĕ. Октябрĕн 20-мĕшĕнче Э. Феизов профессор ячĕллĕ шкулта “Шăнкăртамри диалог” ятпа Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш экономика форумĕ иртрĕ. Аслă Пухăва ытти хисеплĕ çынсемпе пĕрлех çĕр-шывăн 12 регионĕнчи влаç органĕн представителĕсем пухăнчĕç. Вăл шутра Чăваш, Тутар, Мордва республикисенчен, Чĕмпĕр, Самара облаçĕсенчен, Мускавран тата ытти хуласенчен те килнĕ. Вĕсемпе пĕрлех Франципе Китай çĕр-шывĕсен делегацийĕсем, Иран çĕр- шывĕн тĕп консулĕ Расул Б. Шаян, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков пысăк калаçăва хутшăнма кăмăл туни те пĕлтерĕшлĕ. Форума йĕркелеме республикăри Мăсăльмансен тĕн управленийĕсĕр пуçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ, Тутар Республикинчи инвестици проекчĕсен агентстви тата ытти уйрăм хастарсемпе пуçаруçăсем пулăшнă.

Иккĕмĕш кунĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе “Тутарпа мăсăльман обществинчи мечĕт пĕлтерĕшĕ” ятпа “Шăнкăртам вулавĕсем” наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Раççейри мăсăльмансен Тĕп Тĕн управленийĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, Мускаври тата Раççейĕн Тĕп регионĕнчи мăсăльмансен Тĕн управленийĕн, Чăваш республикинчи мăсăльмансен Тĕн управленийĕн муфтийĕ Альбир Крганов ертсе пычĕ. Аслă пухăва хапăл тунисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Мансур Калмыков Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнес мĕнле аталанса пынипе паллаштарчĕ. Экономика форумĕн программипе килĕшÿллĕн М.Калмыкова тата Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Марат Айзатуллова 2013-мĕш çулта “Хĕвеллĕ” уçланкăра тутар ялĕсем хушшинче Пĕтĕм Тĕнчери тутарсен Конгресĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан лаша спорчĕн ăмăртăвĕнчи куçса çÿрекен символа парнелерĕç. Кунтах Патăрьел районĕпе Тутар Республинчи Саба тата Мордва Республикинчи Атяшево районĕсемпе туслă çыхăнура ĕçлес пирки килĕшÿ çине алă пусрĕç.

Çавăн пекех хăнасем 2010-мĕш çулта районта Республика кунне чыслăн уявланă мероприятинче уçнă Шăнкăртамри Тĕп собор мечетĕнче пулчĕç, ял халăхĕпе çитĕнекен ăру мăсăльман тĕн йăли-йĕркине мĕнле тытса пынипе паллашрĕç. Форума хутшăннисем çак тĕллевпех Хирти Пикшикре иртнĕ çул уçăлнă “Нуржихан” мечĕт çумĕнче ĕçлеме пикеннĕ медресе шкулĕн çĕнĕ корпусне çитсе курчĕç. Шкул ачисене, çамрăксене тĕн историне вĕрентес, ырă йăласене ламран-лама куçарас ĕçре çак кĕлĕ çурчĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ.

Пирĕн тăрăхра Шăнкăртам, ыттисемпе танлаштарсан, пĕчĕк тата вăтам бизнес уйрăмах вăйлă аталаннă ял шутланать. Кунта хушма хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх тытакансем, фермерсем те сахал мар. Çавăнпа та инçе çула çывăхлатса аслă пухăва килнисене çакнашкал хастарсем мĕнле ĕçленипе те паллашма кăмăллă пулчĕ.

Уяв тени чылай чухне юрă-ташăсăр та, спорт мероприятийĕсĕр те иртмест. Акатуйсемпе ытти тупăшусенче пукан йăтакансене, лашапа чупакансене курма хăнăхнă темелле. Шăнкăртамри Фарид Аюпов пуçарулăхĕпе районта пĕрремĕш хут “автокросс-багги” йĕркелени вара ваттине те, вĕттине те тĕлĕнтерчĕ. Чĕмпĕрпе Тутар Республикинчен килнĕ пĕчĕк автомашинăсен чупăвĕ пурне те тыткăнларĕ. Тутар Республикинчен хисеп туса килнĕ Альбина Апанаева, Ильшат Валеев тата Алия Исрафилова артистсен пултарулăхĕ те нумайлăха асра юлĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика