Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрĕн сăнарĕ асрах

07 апреля 2012 г.

Вăрçă... Сăмахĕ те епле хăрушшăн янăрать! Чĕрере курайманлăх, чунра ырату çуралать. Вут-çулăм витĕр тухнисем, тен, çавăнпах пуль аса илме те, каласа пама та юратмаççĕ. Шăнкăртамра пурăннă А. Кабаев та (ÿкерчĕкре), Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, “Паттăрлăхшăн” медальсене, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин I, II степеньлĕ, “Хĕрлĕ çăлтăр”, “Мухтав” (III степень) орденсене тата ытти паллăсене те тивĕçнĕ ветеран, хаяр çапăçусем пирки сăмах хускатма тăрăшман. Ыйтсассăн та мăшăр куçĕнче куççуль пĕрчисем шăрçаланнă. Хаяр çапăçусенче пурнăç вилĕмпе кĕрешнине, мал ĕмĕтлĕ салтаксем вăхăтсăр куçĕсене хупнине вăл нипепле те манайман. Хăйĕн чĕри тапма чарăничченех февралĕн 23-мĕшне, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлекенсен кунне, уявланă чухне “Пирĕн уяв”, тенĕ те ассăн сывланă, Ленинград блокадине татма хутшăннă шăллĕпе вăрçă вăхăтĕнче выртса юлнисене аса илнĕ.

«Каятăп тусăм, эс юлатăн...»

1914 çулта кун çути курнă А. Кабаев иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланиччен салтак тивĕçне пурнăçласа тăван тăрăха таврăнса ĕçе вырнаçма та ĕлкĕрнĕ. Шăнкăртамри пуçламăш шкулта пĕлÿ илнĕрен вулама, çырма пĕлнĕ. Хут пĕлекенсем ун чухне шутлă çеç. Çавăнпа Алелетдин Камалетдиновича ял совечĕн секретарĕнче ĕçлеме шаннă. 1938 çулта ял хĕрĕпех, Фахринур Багаутдиновнăпа, çемье çавăрнă. Çут тĕнчене пĕрремĕш ачи (хĕрĕ) килнĕ. Çамрăк мăшăр малашлăхри тĕллевсемпе пурăннă. Ĕмĕчĕсене, ытти чылай Раççей çыннăнни пекех, фашистсем Совет Союзне тапăнни татнă. Ĕнерхи салтака вăрçă пуçланнă çулах, август уйăхĕнче, аллине çĕнĕрен пăшал тытма ят тухнă, çап-çамрăк мăшăрĕпе, пепкипе сыв пуллашса фронта тухса кайнă.

Малтанласа Алелетдин Камалетдинович ветеринари санитарĕ пулнă. Çапăçури хастарлăхне тата хут пĕлнине кура ăна 1942 çулта Волхов фрончĕн 52-мĕш Армин политсоставĕн вăтам курсне вĕренме яраççĕ. Каярахпа виççĕмĕш Белорусси фрончĕн артиллери дивизийĕн хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен (танксен) батареин командирĕ пулнă.

Пĕрре мар тăшмана хирĕç çапăçăва кĕнĕ хастар тутар , кашнинчех чĕрĕ юлнăшăн Турра тав тунă. Анчах фашист пульли никама та хĕрхенмен. Çакна А. Кабаев 1941 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче пĕрремĕш хут хăй çинче туйнă. Сулахай хулĕ витĕр пуля тухса каять. Пĕр вăхăт госпитальте сипленнĕ хыççăн строя тăрать. Каллех çапăçусем, çухатусем... 1942 çулта Алелетдин Камалетдиновича лейтенант званине параççĕ. 1943 çулта Ленинград блокадине татнă чухне пуçран аманать.

Тăшман хаяр ытла

Симĕс шăнасем кĕркунне çитсен, вилĕмĕ çывхарса пынă чух, хытăрах та хытăрах çыртаççĕ. Фашистсем те çаплах пулнă. Мускавран мĕн чухлĕ инçетерех кайнă, çапăçусем çавăн пек хĕрÿрех те хĕрÿрех. И. Черняховский çар генералĕ ертсе пыракан виççĕмĕш Белорусси фрончĕ тăшмана парăнтарассишĕн куллен тенĕ пек вут-çулăма кĕнĕ. А. Кабаев та çакăнта пулнă.

Пруссинчи хаяр çапăçусем пирки ку вăрçа хутшăннă Ф. Распоркинăн “Генералы и солдаты” романа вуласан питĕ лайăх пĕлме пулать. Фронт штабĕн оперативлă сводки 1945 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче кунне 14 хутчен атака пуçланине, Пилькаллен тата Каттенау пĕр талăкра пилĕк хутчен алăран алла куçнине пĕлтернĕ. Ун чухне пульăсем çумăр вырăнне çунă. Пирĕн çарсем икĕ кун хушшинче çар припасĕсене 1000 вакун пĕтернĕ. Черняховский ертсе пыракан çар Пруссинчи пĕр хула хыççăн теприне ирĕке кăларнă. Тăшмана çакă килĕшменни каламасăрах паллă. Ахальтен мар ĕнтĕ нимĕçсен командованийĕ вырăссем еннелле хушусăр виçĕ утăм тунă салтака персе пăрахмалли пирки приказ кăларнă.

Январĕн 15-16-мĕшĕсенче Каттенаушăн пынă хĕрÿ çапăçура А. Кабаев хăй аманма е вилме пултарнине пăхмасăр фашистсем патне çывхарнă. Вăл 4 пулеметпа 13 ытла нимĕçе, команда пунктне, миномета пĕтернĕ. Унăн паттăрлăхне пула пехота малалла куçнă. Çакăншăн ентеше “Хĕрлĕ çăлтăр” орденпа наградăланă.

Тÿпере пĕлĕт вырăнне вут-çулăм тĕтĕмĕ явăннă чухне пирĕн ентеш татах паттăрлăх кăтартнă. 1945 çулхи февралĕн 1-2-мĕшĕсенче тăшман пĕр чарăнмасăр пенĕ вăхăтра Гальбена пырса кĕнĕ. Фашистсен станоклă икĕ тата алăпа усă курмалли пĕр пулеметне тĕп тунă, 8 нимĕçе вĕлернĕ. Пушкине çулăм хыпса илсен те пеме чарăнман. Унтан тăшмана пистолет-пулеметран çунтарнă. Çак çапăçу Алелетдин Камалетдиновичшăн юлашки пулнă. Унпа юнашар ÿксе çурăлнă снаряд ăна вăйлах амантнă: сылтăм аллине татнă.

«Эп килĕп-ха,

эп килĕп пурпĕр

Сире курма, сире курма»

Госпитальте выртакан хăрах алăллă салтакăн пуçне темле шухăш та кĕнĕ пуль. Юратнă мăшăрĕшĕн ытлашши пуласси те хăратнă. Çавăнпах Фахринур аппана хăй халь никама та кирлĕ маррине пĕлтерсе çыру çырнă. Савнă çыннине хуть мĕнле пулсан та яланах кĕтнине, пĕр уншăн çеç чĕри тапнине шăрçаланă хуравĕнче тутар хĕрарăмĕ. Çĕнтерĕве те Алелетдин Камалетдинович госпитальте кĕтсе илет. Çак уйăхрах тăван ялне, çемйи патне таврăнать.

Йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхнă лейтенант сулахай аллипе çырма вĕреннĕ. Юхăннă çĕр-шыва ура çине çĕкленĕ çулсенче исполком çумĕнчи суту-илÿ заведующийĕнче, райпотребсоюзăн председателĕн çумĕнче ĕçленĕ. 1957-1959 çулсенче Шăнкăртамри, унтан ăна район центрне куçарсан Патăрьелĕнчи сĕт-çу завочĕн директорĕнче вăй хунă. Çавăн пекех “Главвторчермет” управленин Патăрьел районĕнчи уполномоченнăйĕ пулнă. Ытти яваплă ĕçсенче те тăрăшнă.

– Атте 1974 çулта, февралĕн 23-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Пире, 7 ачине, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн, вĕрентессишĕн тăрăшатчĕ. Вăрçă пирки, унта хăйсем мĕнле нушаланнине, пĕрре те каласа пама юратмастчĕ. 1960-мĕш çулсенче питĕнчен снаряд ванчăкĕ шăтарса тухни вара халĕ те куç умĕнчех, – тесе аса илет А. Кабаевăн ывăлĕ Альберт Алелетдинович.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе кăçал 67 çул çитет. Хаяр çапăçусен ахрăмĕ пирĕнтен аякка та аякка кайса пырать, апла пулин те унăн суранĕсем халĕ те пирчемеççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика