Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермер самана таппипе утать

28 января 2012 г.

– Икĕ çул Мускавра вăй хума тиврĕ. Çавăн чухне çĕрпе ĕçлесси пирки шухăшлама тытăнтăм. Таврăннă хыççăн, 2003 çулта, фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕм, – тесе калаçăва пуçларĕ Шăнкăртамра пурăнакан Ф.Чабатов. Кĕрешессипе республикăра, таврари регионсенче палăрнă, чемпион ятне темиçе хутчен те тивĕçнĕ спортсмен çак утăма тăвасса никамах та кĕтмен-тĕр. Анчах умма лартнă тĕллеве пурнăçлама хăнăхнăскер тÿрех çанă тавăрнă. “Дуслык” хуçалăхăн çĕрне 423 гектар арендăна илнĕ. Çакăнтан пуçланнă Фарит Кияметдиновичшăн канăçсăр, çав вăхăтрах чуна киленĕç кÿрекен кунсем. Çулсем пĕрин хыççăн тепри пĕлĕтсем евĕр шуса ирт-нĕçем хуçалăх аталанса пынă, техника та нумайланнă. Паян вĕсен шучĕ тепĕр ял хуçалăх кооперативĕннинчен те ытларах: “Дон–1500 Б” комбайн – 2, Т–150 трактор – 2, МТЗ–82 –1, акакан агрегат тата БДМ...

Фермер хуçалăхĕ вăй илнĕçем Шăнкăртамра пурăнакансем валли те ĕç тупăннă. Ака тата вырма вăхăтĕнче ятарлă бригада ĕçлет. Унта хутшăнакансем хăйсемех сухалаççĕ, акаççĕ, тухăçа пуçтарса кĕртеççĕ. Маларахри çулсенче тĕрлĕ культура акнă. Халĕ ытларах пĕрчĕллисене кăна çитĕнтереççĕ. Арендăна илнĕ çĕршĕн Ф.Чабатов хуçисене тырă тата улăм парать.

Самани халь саккăрла час-часах çаптарать. Çавăнпа та ура çинче çирĕп тăрас тесен çĕнĕлĕхсемпе усă курмалла. Фарит Кияметдинович пурнăç тинĕсĕн хумĕсене çĕнтерсе выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлекен цех уçма та вăй çитернĕ. Пĕлтĕртенпе вăл индивидуаллă предприниматель те.

– Мăйракаллă шултăра выльăхсене пуснă хыççăн юлакан ăш-чиккине кăларса пăрахни, ăçта килнĕ унта йăваланса çÿрени мана яланах пăшăрхантарнă. Алă-ура çавăрнă майăн çакăн пирки ытларах та ытларах шухăшлама тытăнтăм. Çынсемпе калаçнă, интересленнĕ хыççăн выльăхсене пусса тирпейлекен цех уçас ĕмĕт çуралчĕ. Кирлĕ оборудованисем туяннă хыççăн ĕçлеме пуçларăм,– тет кашни сăмаха тĕплĕн виçсе Ф.Чабатов.

Унччен “Дуслык” хуçалăхăн пушă, ним усăсăр ларнă лаша вити вырăнĕнче халь цех ĕçлет. Шăнкăртамра пурăнакансем те, таврари ялсенчи çынсем те выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлеттерме илсе килеççĕ. Çын кăна мар, лаша та, ĕне те, ыттисем те чирлени каламасăрах паллă. Çавăнпа ветеринарĕ врачĕ те пăхать. Чир-чĕр сарăласран асăрхансах тăраççĕ.

Цехра вăй хуракансем веçех хăйсем туса параççĕ: пусаççĕ, тирне сĕвеççĕ... Ĕçлеме пур услови те пур. Аш-какайне хуçисем илсе каяççĕ пулсан, ăш-чикки, пырши, шăмми-шакки тăрса юлать.

– Выльăхăн кашни органне пакетсем ăшне тултарса хураççĕ. Пыршисене те çуса тасатса сутлăх хатĕрлеççĕ. Вачĕпе медицинăра усă кураççĕ, ăна Красноярскинех ăсататпăр. Шăмăсене Çĕрпÿри шăмă çăнăхĕ тăвакан цеха леçсе паратпăр. Хырăмлăхран, пыршăран тухакан каяша пĕр вырăна пухса пынă хыççăн хире илсе кайса тăкаççĕ. Паха удобренине мĕншĕн сая ямалла; – цехпа паллаштарнă май каласа парать Фарит Кияметдинович.

Пĕр пÿлĕмре ăш-чикне касса тирпейлеççĕ, тепринче пыршăсене çăваççĕ. Пур çĕрте те тирпейлĕ. Сивĕ тата вĕри шыв кранранах юхать. Пĕчĕк кабинет пысăкăш холодильникри сентресем çинче хатĕр продукцие упраççĕ. Хуласенче Шăнкăртамра тирпейленĕ какая хаваспах илеççĕ иккен. Эпĕ пынă чух та тавара пĕр машинăпа туянма килнĕччĕ.

Нимрен те нимĕр тăвать, тенĕ. Фарит Кияметдинович халь тата тепĕр ĕмĕтпе çунатланнă. Чылай çынна тарăхтарса çитернĕ пĕр хут усă курмалли пластик савăтсене ĕçе кĕртесшĕн. Ун чухне, тен, вĕсем ăçта килнĕ унта выртса çÿреме пăрахĕç. Ф.Чабатов çывăх вăхăтрах ку ыйту татăласса çирĕп шанать.

Фермер та, предприниматель те пулса тăнă çын паян та спортшăн чунне пама хатĕр. Вăл тăрăшнипех Шăнкăртамра кĕрешме вĕрентекен пĕр тренер пур.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика