Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тĕвре – истори, культура...

29 октября 2011 г.

1. «Шăнкăртам вулавĕсем» Юхмапа Пăла тăрă-хĕнче аслă меро-приятисем сахал мар ирттереççĕ. Регионсем хушшинчи “Шăнкăртам вулавĕсем” наукăпа практика конференцине пирĕн районта йĕркелесси те йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл ытти çулсемпе танлаштарсан анлăрах та иртрĕ.

Пĕрремĕш кунхине, юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулăн залне Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн, министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем, таврари тĕн организацийĕн ертÿçисем, вĕрентÿ, культура çыннисем, Шупашкарпа Хусан ăсчахĕсем, Тутар Республикинчен, Пенза, Чĕмпĕр, Саратов облаçĕсенчен, Мускавран, çавăн пекех Раççейри ытти хуласенчен тĕн лидерĕсем саккăрмĕш хут пысăк форума пуçтарăнчĕç. Конференцие йĕркелекенсем – республикăри мăсăльмансен тĕн управленийĕ, республикăри Культура министерстви, ислам культурине, наукăпа вĕрентĕвне аталанма пулăшакан фонд, Шăнкăртамри общество канашĕ.

Конференцие хутшăнакансем “Атăл тăрăхĕнчи ислам: истори, йăла-йĕрке культура тата хальхи самана” темăна сÿтсе яврĕç. Аслă Пухăва Раççейри Мăсăльмансен тĕн управленийĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, РФ Общество палатин членĕ Альбир-хазрат Крганов муфти уçрĕ, ертсе пычĕ. “Шăнкăртам вулавĕсене” килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов саламларĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче хамăр районта тĕрлĕ тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансем хушшинчи ăнланулăха, туслăха тата пĕр-пĕрне хисеплессине çирĕплетесси, çитĕнекен çамрăк ăрăва халăхсен историне, культура аталанăвне хăнăхтарасси тĕп тĕллев пулнине каларĕ, регионсем хушшинче йĕркеленĕ конференци хамăрăн тĕн, чĕлхе, культура, йăла-йĕрке хăйнеевĕрлĕхне сыхласа хăварма, çав вăхăтрах ăна пуянлатма май панине палăртрĕ.

Паян пирĕн районта православипе ислам тĕнĕсем пĕр-пĕрне чăрмантармасăр, ирĕккĕн аталанаççĕ. Тĕне ĕненекенсемшĕн 13 православи прихучĕ, 16 мечĕт ĕçлет. Çитĕнекен çамрăк ăру вырсарни шкулĕсенче тата медресере хушма пĕлÿ илсе хăйĕн ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипетне пуянлатать. Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чăваш тата тутар халăхĕсем хушшинчи культура çыхăнăвĕ çирĕпленсех пырать. Кашни çулах йĕркелекен ака туй тата сапан туй ,“Рамазан” фестиваль, “Мăнкун эрни”, “Раштав уявĕ”, “Мавлюд” праçникĕсем хамăр халăхсен культурипе йăли-йĕркине, иртнине манăçа кăларманнине кăтартса параççĕ. Ырă пуçарусене малалла та çул памалла. Конференцире сăмах илекенсем те çак шухăшсене ырларĕç, пĕрлех ислам историне тишкерчĕç, Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ тĕн çыхăнăвне сÿтсе яврĕç. Конференци ăнăçлă пулса тухни – Чăваш Республикинчи Мăсăльман Тĕн Управленийĕпе республикăри Чăваш Ен Епархийĕ пĕр шухăшлă пулса ĕçленинче. Кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн тĕн, культура ыйтăвĕсемпе хастар ĕçлекенсене тĕрлĕрен номинаципе Фетхи Бурнаш ячĕллĕ премисем пачĕç. Ун хыççăн делегатсем Шăнкăртамри Тĕп собор мечĕтне, Тикеш хулашне, Хирти Пикшикри авалхи Пăлхар патшалăхĕпе çыхăннă вырăнĕсене çитсе курчĕç.

2. Ял экономикин форумĕ

Наукăпа практика конференцийĕн иккĕмĕш кунĕнче юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, “Шăнкăртамри диалог” ятпа экономика форумĕ иртрĕ.

Яллă вырăнта çакнашкал форум ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. “Кирлĕ структурăсене явăçтарса ял çыннин паянхи ыйтăвĕсене татса пама пулăшни питĕ кирлĕ”, – терĕ кун пирки хăйĕн сăмахĕнче Шупашкарти “Букет Чувашии” фирмăн генеральнăй директорĕ О. Мешков. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов пирĕн районта экономикăна аталантарма, ун валли пĕчĕк тата вăтам бизнеса çĕнĕ çул-йĕр уçма, çынсене хушма ĕçпе ти-вĕçтерме мĕн пур услови çителĕклĕ пулнине каларĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме инвестрсене çеç тупмалла.

Ял çыннин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă пысăк шайри пуçламăш калаçун вĕçĕ ан пултăр. Çавăнпа та çитес çул экономика форумне тата анлăрах ирттерме палăртрĕç.

Экономика форумĕнче хăйсен шухăшĕсемпе тухса калаçакансем хыççăн тулли мар яваплă обществăсемпе пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсем хăйсен ĕçĕсен презентацине ирттерчĕç. Кунтах халяль продукцийĕн куравĕ ĕçлерĕ. Экспертсем тухса калаçнă хыççăн форума хутшăнакан Шăнкăртамри пĕчĕк бизнес предприятийĕсене çитсе курчĕç.

Иккĕмĕш кунри форумра ыттисемпе пĕрлех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ К. Косачев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М. Михайловский, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕн çумĕ А. Быченков, банк структурин, инвестици аталанăвĕн агенствин представителĕсем, Чăваш тата Тутар Республикинчи ăсчахсемпе бизнесменсем, муфтисемпе мулла хутшăнчĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика