24 августа 2011 г.
Шăнкăртамри ача-пăча библиотеки вулаканпа çыхăну тытас тĕллевпе тăтăшах тĕрлĕрен мероприяти йĕркелет. Хальхи вăхăтра кунта “Вулавăша–ăш пиллĕ кĕнеке” акци пырать. Çакă чăн малтанах çитĕнекен ăрăва кирлĕ литературăпа тивĕçтерессипе çыхăннă. Ыр кăмăллăх акцине чăн малтанах Шăнкăртамра çуралса ÿснĕ, халĕ Тутар Республикинче пурăнакан Г.Зулкарнеева чĕре çывăхне илнĕ. Илемлĕ литературăна, çав вăхăтрах кĕвĕ-çемĕпе спорта чун-чĕререн юратакан Гельфия Хабибулловна ялти ача-пăча библиотекине тăван чĕлхепе çырнă 42 кĕнеке парнеленĕ. Вăл хăй те сăвăсем шăрçалать, унăн творчествăри пултарулăхĕ чылай çыншăн çывăх. Ентешĕн нумай пулмасть кун çути курнă “Манăн таса шухăшăм, телейлĕ çулăм” кĕнекине вулакан ырă кăмăлпа йышăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)