27 июля 2011 г.
Шăнкăртам ял поселенийĕнче территорисене тирпей-илем кĕртес, тавралăха çум курăкран тасатас тĕллевпе ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Çак шутпа ял поселенийĕн специалисчĕсем, культура ĕçченĕсем , учреждени, организаци ертÿçисем хăйсем пурăнакан вырăна тасатассипе ĕçленĕ. Субботника ял халăхĕ те хастар хутшăннă. Ял поселенийĕн депутачĕсем те айккинче юлман. Хăйсем суйланнă округсенчи суйлавçăсене, çамрăксене çак ĕçе явăçтарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)