23 июля 2011 г.
Пурнăçра кашни çыннăн шăпи чылай чухне аслă Пÿлĕхçĕренех килет пулĕ, тепĕр чухне вара эпир ăна хамăр та суйласа илетпĕр-тĕр... Шăнкăртамри Э.Салахутдинова çулĕпе чи хитре вăхăтра çеç-ха, 38 çулта. Çут тĕнчене вăл куçĕпе мар, шалти туйăмпа çеç курать. Апла пулин те инвалид Турă хăвачĕпе хавхаланса пурăнать. Эниссе Илтизеровна хăйне çăмăл мар пулин те пурăнассишĕн, çынсене те вăрăм ĕмĕрлĕ тăвассишĕн тăрăшать. Çак тĕллевпех вăл араб чĕлхипе тĕрлĕрен кĕлĕсене ăс тĕллĕн юрласа калама вĕреннĕ. Малтанласа мулла ун патне килне çÿренĕ, каярахпа амăшĕ, Минсейде аппа учительница вырăнĕнче пулнă. Çапла вăл “Гулистан” медресере виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн илекен свидетельствăна кĕске тапхăртах тивĕçнĕ. Паян Э.Салахутдинова хăйĕн пек сусăррисемшĕн çеç мар, сывлăхлисемшĕн те кĕл туса хăйĕн кăмăлне тултарать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)