03 декабря 2008 г.
Октябрь уйăхĕнче Шăнкăртамра икĕ пушар пулнă. Пĕри “Айрат” суту-илÿ павильонĕнче (сăлтавĕ – электроприборпа усă курнă чухне йĕркене пăхăнманни), тепри Р.Валитов хуçалăхĕнче (сăлтавĕ – мунча мăр-йине йĕркеллĕ тирпейлеменни). Ноябрĕн 26-мĕшĕнче çурçĕр иртсе икĕ сехетре çак ялти “Дуслык” ял хуçалăх кооперативĕнче каллех пушар тухнă, тырă склачĕ çунса кайнă. Пушарниксем каланă тăрăх, хальлĕхе инкекĕн сăлтавĕ те, тăкакĕ те паллă мар. Пушар кÿнĕ инкеке пур енлĕ тĕпчеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)