26 марта 2008 г.
Çапла çырнăччĕ хăйĕн пĕр сăввинче чаплă та мухтавлă ентешĕмĕр, Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи. Хăй пирки çырнă ĕнтĕ ку йĕркесене. Çакна ĕнентерет ун ячĕпе йĕркеленĕ “Айхи вулавĕсем” поэзи каçĕ. Çĕньялти вăтам шкула 18 шкултан 70 ытла ача килме кăмăл тунă конкурса.
Малтанах Геннадий Айхи музейне уçнă çĕре хутшăнчĕç. Ятарлă пÿлĕмре – тĕнче шайĕнчи поэтăмăра халалланă стендсем, витринăсенче – унăн кĕнекисем, ют çĕр-шывсенче илме тивĕç пулнă парнесемпе премисем, вăл усă курнă япаласем. Стенасем çинчи сăвă йĕркисем шухăша яраççĕ. Телевизорпа поэт сывă чухне ÿкернĕ видеофильм пырать те – вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнине ниепле те ĕненес килмест.
Кунтах Г.Айхи йăмăкĕн, ача-пăча çыравçин Ева Лисинăн кĕтесĕ те пур. Ева Николаевна кĕске вăхăт хушшинчех çакăн пек пуян содержаниллĕ, эстетика тĕлĕшĕнчен илемлĕ те пĕлтерĕшĕпе пархатарлă музей йĕркеленĕшĕн тĕлĕнчĕ те, савăнчĕ те. Шкулти рисованипе черчени тата технологи учителĕ А.Антонов пуçарнипе музей тăвас шухăш çуралнă. Кăçалхи Ырă ĕçсен çулталăкĕнче Александр Васильевич чăннипех те ырă парне кÿчĕ хăйĕн тăван шкулне.
Малалла “Айхи вулавĕсем” конкурс пуçланчĕ. Унта хутшăнакансем 3 номинацире тупăшрĕç: “Айхи сăввисем”, “Айхи куçарăвĕсем” тата “Автор сăввисем”.
“Айхи сăввисем” номинацире М.Мадюкова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Вăл Çĕньялти вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренет. Д.Лаврентьев (Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул), В.Солдатовăпа В.Потапов (Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул), М.Лаврентьева (Хирти Пикшик) сăвă вуланă чухне хăйсем чăн-чăнах артист та сăвăç пулнине çирĕплетсе пачĕç, дипломсене тивĕçрĕç. Çĕнь-ялти вăтам шкулти 8-мĕш класра вĕренекен И.Михеевăна “Хусанкай лампи” сăвва ăста вуланăшăн А.Хусанкай ятарлă парнепе чысларĕ.
“Г.Айхи куçарăвĕсем” номинацире Л.Тазетдинова (Шăнкăртамри вăтам шкул) I степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Е.Елимова (Çĕньял), А.Аверкиева (Турхан) Айхи куçарнă сăвăсене чуна пырса тивмелле вуласа призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç.
“Автор сăввисем” номинацире Юля Кулаковăна çитекенни пулмарĕ. Вăл Ыхра Çырминчи вăтам шкулта 6-мĕш класра çеç вĕренет пулин те тĕлĕнмелле хитре те тарăн шухăшлă сăвăсем çырма, вĕсене чуна тыткăнламалăх вулама пултарнипе тĕлĕнтерчĕ.
Çавăн пекех хăйсен ăсталăхĕпе А.Эриванова (Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул), М.Чернова (Сăкăт), К.Юманова (Треньел) тата ыттисем те палăрчĕç.
Кĕçĕн класра вĕренекенсем хăйсем уйрăм тупăшрĕç. Кунта та пултаруллисем сахал мар. Н.Каргина (Кивĕ Ахпÿрт) çĕнтерÿçĕ дипломне тивĕçрĕ, çавăн пекех Н.Максимова (Нăрваш Шăхаль), Т.Антоновăпа А.Захарова (Çĕньял), Анастасия тата Татьяна Мыловăсем (Турхан) дипломсемпе хаклă парнесем çĕнсе илчĕç.
“Пĕр çул пурăнатпăр – Айхисĕр,
Ик çул пурăнатпăр – Айхисĕр.
Поэзи тĕнчи – Айхисĕр –
Чăнах та калатăп – хĕлхемсĕр” – янăрать ертсе пыраканăн сасси. Пур хĕлхем чĕртекенсем, хамăр хушăрах çитĕнеççĕ вĕсем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)