30 ноября 2007 г.
«Юрлать чĕрÿ, юрлать чуну,
Йăлтах эс, ахăр, юрă ху.
Юррун ан пултăр чарăну,
Ян юрă – санăн ырлăху»
тесе çырнăччĕ А.Шакин пирки Г.Васильев вунă çул каярах ăна халалланă пĕр сăввинче. Çак йĕркесем паянхи кун та кивелмерĕç. Анатолий Степанович 60 çул тултарчĕ.
Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, педагог тата хор дирижерĕ Çĕньялта çуралса ÿснĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Ялти шкулта музыкăпа вĕрентнĕ хушăрах “Знамя” хуçалăхра çамрăксен хорĕпе ертсе пыма пуçăннă. 1974 çулта коллектив “Халăх хорĕ” ята çĕнсе илнĕ. Тата икĕ çултан вăл юрăпа ташă ансамблĕ пулнă. 1987 çултан Анатолий Степановича районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертÿçи пулма лартнă. Ăçта кăна пулса курман-ши унта çÿрекен ăстасем! Мускавра, ВДНХра, Суздальре, Смоленскра... А.Шакин ертсе пыракан нумай саслă хор 1983 çултанпа районти “Акатуй-сабантуя” тухать. Чăваш композиторĕсемпе, поэчĕсемпе тачă çыхăну тытни ăна ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума пулăшать.
Унăн “Сельские мотивы”, “Весна 45 года”, “Приглашение на свадьбу”, “Кай-кай Ивана”, ытти вуншар вокалпа хореографи композицийĕсене районта курса савăнман çын юлман та тăр.
Юрă чуна уçать, хăпартлантарать, кăмăла çĕклет, парне кÿрет, хуйха пусарать. Юрлама пĕлекенсем час ватăлмаççĕ. Анатолий Степанович та çавах. Эппин, юрă уншăн малашлăх пурнăç уттиех пултăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)