Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асрах-ха вăрçă çулĕсем, синкер, асаплă кунĕсем

06 июня 2007 г.

 

ВăрÇă... Çак хăрушă сăмах камăн чунне ыраттарман, камăн чунне пăшăрхантарман пулĔ? МĔн чухлĔ Çын ĔмĔрне, шăпине татрĔ-ши, мĔн чухлĔ юратакан чĔрене уйăрчĔ-ши? ИртнĔ хаяр вăрÇă ÇулĔсем ĔмĔрне те халăх асĔнчен тухас Çук.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре Фашистла Германи çарĕ пирĕн çĕр-шыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. Çĕр-шыва хỹтĕлеме пирĕн районтан та нумайăн кайнă. Вĕсенчен пĕри Тури Тăрмăш хĕрĕ Мария Андреевна Кудрявцева (Перова). 1921 çулта çуралнăскер, вăрçă пуçланнă вăхăтра Шупашкарти педагогика институтĕнче экзаменсем тытнă. Çак кун унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă. Хăйĕн асаилĕвĕнче вăл шăпах синкерлĕ вăхăта, асаплă кунсене сăнланă:

"1940-41 вĕренỹ çулĕнче эпĕ Шупашкарти педагогика институтĕнче пĕр-ремĕш курсра вĕренет-тĕм. Иккĕмĕш семестр-шăн экзамен тытнă вăхăтра вăрçă пуçланни çинчен пĕлтĕмĕр. Общежити куççульпе тулчĕ. Нумай çамрăкăн ĕмĕчĕ татăлчĕ. II курс пĕтерсен эпĕ те килтен пулăшакан çуккипе яла таврăнтăм. Мана тỹрех колхозниксемпе пĕрле Сăр шывĕ хĕррине çар хутĕлевĕ тунă çĕре илсе кайрĕç. Унтан 1942 çулта таврăнтăм та Нăр-ваш Шăхалĕнче учительте ĕçлеме пуçларăм. Август уйăхĕнче мобилизаци йĕркипе Шупашкарта тăракан 8-мĕш çыхăну полкне морзист пулма вĕренме ячĕç. Ноябрьте 15 хĕр- салтака Брянск фронтне ăсатрĕç. Елец хулинче пĕрремĕш хут плена илнĕ нимĕç салтакне куртăмăр. Мĕн тери тискер туйăнчĕ. Липецк хулинче, морзистсем нумаях кирлĕ мар тесе, пире раципе вĕрентме пуçларĕç. 65-мĕш çыхăну пунктĕнче те, Шупашкарта та пурте хĕрсемччĕ, рота командирĕпе полк командирĕ çеç арçынсемччĕ. Хатĕрлесе çитериччен хатĕр çыхăну полкĕ килчĕ те, пире тĕрлĕ çĕре сапаласа ячĕç. 5 хĕре, институтра вĕреннĕскерсене, нимĕç чĕлхине тавçăратăр тесе Тулăри танк çар лагерĕнче вырнаçнă уйрăм 23-мĕш разведротăра вĕрентме пуçларĕç. Тăшман тылне разведкăна кайиччен комисси пулчĕ, мана çывăх куçлă тесе пăрахăçларĕç. Разведкăна юрăхсăр салтаксемпе пĕрле çавăнтах тăракан Суворов ячĕллĕ 16-мĕш Шумленский бригадăна ячĕç. Вăл 7-мĕш полка кĕретчĕ. Мана аслă писарь туса хучĕç. Çак чаçра мĕн вăрçă пĕтичченех пултăм, çур Европăна утса тухрăм.

 Техникăпа тивĕçтерекен ротăра виçĕ взвод пулнă. Транспорт взвочĕ _ 40 машина, юсав взвочĕ _ 4 летучка тата юсавçăсем, электровзвод _ 1 летучка. Манăн 40 машина валли путевка çырмаллаччĕ. Сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе мĕнле усă курнă пирки отчет тумалла, юсав ĕçĕсене те çырса пымалла. Çав тери çырмалли нумайччĕ. Учетпа отчет ĕçĕсем йăлтах ман çинчеччĕ. Оперативлă пай пулнăран ăçта командир çитеймест, ман çитмеллеччĕ.

Пĕрремĕш çапăçăва 1943 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче кĕтĕмĕр. Пирĕн чаç чи ударли шутланнă. Çапăçура шăтарса кĕрсе кайса тепринпе пĕрлешсе нимĕçсене çавăрса илекенни пулнă. Питĕ хăрушăччĕ. Нимĕçсем эпир шăтарса кĕнине сиссен пушшех урса каятчĕç. Ăçта малтисем, ăçта тыл нимĕн те пĕлме çукчĕ: бомби, снарячĕ, танкĕ силлетчĕç кăна. Пĕр талăкра та темĕн чухлĕ улшăну пулатчĕ. Хăш чухне эрнипех лăпкăччĕ. Çакă нимĕçсем пысăк операцие хатĕрленнине пĕлтеретчĕ.

Малтанах Орел, Тула облаçĕсене фашистсенчен хăтарнă. Çак облаçсенче нимĕçсем тискер ĕç нумай тунă. Лайăх япалисене илсе тухнă, ялĕсене çунтарнă, çамрăк хĕрсене мăшкăл кăтартнă тата ытти те.

Чакнă вăхăтра нимĕçсем пирĕн ялсене çĕрпе танлаштарса хăваратчĕç. Ăçта мĕн пулнине пĕлме те çукчĕ. Чикĕ урлă каçсан ун пек марччĕ. Ятарласа çунтарнă ялсем сайра тĕл пулатчĕç. Бомба пăрахнипе, снарядсем лексе ишĕлнĕ хуласемпе ялсем нумайччĕ ĕнтĕ. Пирĕн çĕр-шыври пек çичĕ-сакăр çĕртен тивертсе çунтарнисем сахалччĕ.

Украина хыççăн Молдавие, Румыние, Венгрие, Югославие, Чехослование ирĕке кăларма хутшăннă. Унти халăхсем пире аван кĕтсе илетчĕç. Молдавинче сурăх нумай усратчĕç. Пỹрчĕсенче çăм çиппинчен тĕртнĕ кавирсемччĕ. Хĕрарăммисем ялан алă ĕçĕ тăватчĕç. (Эпир унта формированинче пулнă _ вилнĕ салтаксем вырăнне урăххисем килессе кĕтнĕ). Сурăхĕсене суса брынза тăватчĕç, кукуруза пăтти мамалыга пĕçеретчĕç.

Румынсем начар пурăнатчĕç. Пиртен çĕленĕ тум тăхăнатчĕç. Пирĕн машинăсен колонни пырса чарăнсанах каучук-каучук тесе чупатчĕç, машинан кивĕ камерисене ыйтатчĕç. Унран касса хĕррисене шăтарса кантра витĕрсе резина çăпата туса тăхăнатчĕç.

Чăтнă, тỹснĕ мĕскĕн салтаксем. Хĕрсене пушшех те йывăрччĕ. Хамăр чыса та сыхламаллаччĕ. Штабра ĕçленĕрен-и манпа вĕсен хутшăнăвĕ начар пулман. Эпĕ вĕсене алшăллисене, пурттенккисене çуса пама та ỹркенместĕмччĕ. Мана вĕсем хисеплетчĕç. Повара пулăшаканĕ эпĕ документсем леçме кайса час таврăнайман чухне яшкине ан сивĕнтĕр тесе кăчалукпа хуран айнех лартса хуратчĕ. "Хĕрĕм, яшка вĕри, çи", _ тетчĕ.

1944 çулхи октябрь уявне хĕрсем салтаксене кукăльпе сăйлама шутларăмăр. Çĕрĕпе кукăль пĕçертĕмĕр. Ир енне çывăрса кайнă. Нимĕçсем пирĕн колоннăна хăйсен "кукăлĕпе" хăналама шутланă иккен. Ирех тăхлан тăкма пуçларĕç. Çапăçу çухатусăр иртмерĕ. Мана яшкапа сăйлакан Першин старик ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăрах.

Паллах, хĕрсем те тĕрлисем пурччĕ. Çăмăлттаййи, калăн çавăншăн çеç салтака пынă. Тепри, тен, йывăрлăха чăтаймасăр ача çуратсан киле ярĕç тесе ĕмĕтленнĕ. Чăнласах юрату тупнисем те пурччĕ. Мана, сăмахран, 1944 çулта хĕрсен хушшинче сăпайлă пулнăшăн медаль те панăччĕ. Пĕрремĕш медале пакета вăхăтра çитернĕшĕн тивĕçнĕччĕ.

Пĕррехинче тус-каччăран çыру илтĕм. Унта çакăн пек сăмах пурччĕ: "Хăвна мĕнле тыткалатăн, Тăрмăшра чухнехи пек-и е пирĕн полкри хĕрсем пек-и?" Эпĕ ăна çапла çырнăшăн питĕ кỹрентĕм, хирĕç пĕр çыру та çырмарăм.

Лăпкă вăхăтра юрăсем вĕренеттĕмĕр, хăш-пĕр чухне пĕчĕк концерт та парса илеттĕмĕр. Пирĕн полк ывăлĕ Сеня пурччĕ, украинец питĕ лайăх юрлатчĕ. Пенза хĕрĕ Тоня Устинова, Саша Абгарян армян та лайăх саслăччĕ. Эпĕ юрласах кайман, Симоновăн "Жди меня, и я вернусь" сăввине вулаттăм.

Кун пек савăнăç сайра пулнă çав. Ялан çапăçăва кĕмеллеччĕ. Секетвекер- варшăн пынă çапăçусенче мĕн чухлĕ вăй кирлĕ пулчĕ. Çĕр айĕнчи аэродромшăн хĕрỹ çапăçу пычĕ. Çавăнта ĕнтĕ пĕчĕк контузи, чĕре сиксе кайнине сисрĕм. Чупса халран кайнăскер шăтăка антăм та шинель çухавине пит çинелле туртса çĕр çумне лăпчăнтăм, мĕн тери çемçен туйăнчĕ мана çав шинель çухи.

Дунай шывĕ те асра юлнă. Ун урлă йывăçран çыхнă сулăсем çинче каçнăччĕ. Кайран хамăр чаçа 100 километр утнăччĕ. Венгри ялĕсенче мĕнле пурăннине çавăн чухне нумай куртăм. Чаçри салтаксем пурте пĕр-пĕрин пурнăçне сыхлама тăрăшатчĕç. Матросов пеккисене курман, илтнине те ас тумастăп.

Вăрçă чарăннă хыççăн пирĕн 7-мĕш танковый корпус Япони агрессорĕсене хирĕç кĕрешме кайрĕ. Монголи урлă, Китай çĕр-шывĕ тăрăх японецсене хирĕç çапăçрăмăр. Китайăн аслă стени çывăхĕнчех пултăмăр, ишĕлнĕ стени тăрăх утса та пăхрăмăр. Вăрçă пĕтнĕ ятпа Порт-Артур хулинче сăн ỹкерттертĕмĕр.

Нимĕçсене хирĕç пынă вăрçă теес килмест манăн. Фашистсене тесен тĕрĕсрех пуль. Нимĕçсем хушшинче те ырă çынсем пулнă. Пленран çăлăнса тухнă салтаксем нимĕç коммунисчĕсем пулăшу пани çинчен каласа паратчĕç. Манран пĕр метр çурăра снаряд ỹксе çурăлманни те вĕсен ĕçех тесе шутлатăп..."

Çапла, совет салтакĕсем Тăван çĕр-шыва юратнăран ăна ирĕке кăларассишĕн тăшманпа паттăрăн çапăçнă. Аманнине пăхмасăр алла хĕç-пăшал тытса малаллах талпăннă. Хăшĕсем вăрçă хирĕнчех выртса юлнă, теприсем паттăрлăх кăтартса киле çĕнтерỹпе таврăннă. Мария Андреевнăна та çакăн пек телей пỹрнĕ. Вăрçă хыççăн Шупашкарти пединститутра куçăмсăр майпа вĕреннĕ. Пăлапуç Пашьелĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта, каярахпа вăтам шкулта ĕçленĕ. Маларахри çулсенче чăваш чĕлхипе литератури, каярах нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех кунта вăй хунă.

 Мăшăрĕпе, Мефодий Севостьянович Перовпа икĕ ывăлпа 2 хĕр çитĕнтернĕ. Асли Олег _ предприниматель Якутскра, хĕрĕ Санкт-Петербургра пурăнаççĕ. Володя Мари Республикинче тĕпленнĕ, вăрман хуçалăхĕнче механик. Тепĕр хĕрĕ Евгения Ижевскри университетри медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă, нейрохирург, Сыктывкарта пурăнать.

Вăрçă ветеранĕ Мария Андреевна халĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Вăл 1991 çулта çĕре кĕнĕ. Ăна хăй виличчен пурăннă Мари Республикинчи Куяр поселок масарĕнче пытарнă. Хăй вилнĕ пулсан та вăрçă паттăрĕн, Мария Андреевна Кудрявцевăн (Перовăн) ячĕ ĕмĕр-ĕмĕрех халăх чĕринче пурăнĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика