28 февраля 2007 г.
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ, тĕнчипе паллă Геннадий Айхи (Геннадий Николаевич Лисин) вилнĕренпе çулталăк çитрĕ. Ăна хăйĕн тăван ялĕнче, Патăрьел районĕнчи Çĕньял масарĕнче амăшĕпе тата кукашшĕпе юнашар пытарнă. Иртерех кайрĕ уйрăлса çут тĕнчерен Г.Айхи. Пурăнмалла та пурăнмалла, ĕçлемелле те ĕçлемелле, халăха çĕнĕ сăвăсем парнелемелле те парнелемелле пекчĕ... Анчах йывăр чир нимĕне те пăхмасть.
Мухтавлă ентешне асрах тытаççĕ Çĕньялсем. Вăл çуралнă урама пĕлтĕр Г.Айхи ятне панă. Ялти шкул та ун ячĕпех хиспеленет. Вил тăпри çинче- паха чултан тунă палăк, йĕри-тавра тирпейлĕ те эрешлĕ тимĕр карта тытнă, хăй юратакан пилеш йывăçсене лартнă. Шкул директорĕ Владимир Ершов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлỹ çуртĕнче çывăх вăхăтрах Г.Айхин музейĕ уçăлмалла. Ун валли кунта чылай материал пуçтарнă ĕнтĕ. Кунсăр пуçне шкул территорине кĕнĕ çĕрте поэта халалланă ỹнер композицийĕ пулĕ.
Геннадий Николаевич вилнĕренпе çулталăк çитнине асăнса шкул коллективĕ "Айхи вулавĕсем" пултарулăх конкурсне йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ- Г.Айхи пултарулăхне вĕренекенсен хушшинче сарасси, поэзине юратма хăнăхтарасси, ачасене литературăна явăçтарса пырасси. Çĕньялсен йыхравне Нăрваш Шăхаль, Турхан, Аслă Чемен, Аслă Арапуç тата ытти ял шкулĕсем те хапăл тунă. Унта 4-мĕшĕнчен пуçласа 11-мĕш класра вĕренекен йышлăн хутшăнчĕ. Ачасем Г.Айхи сăввисене, ют çĕршыв поэчĕсен куçарăвĕсене пысăк хавхаланупа вуларĕç, хăйсен хайлавĕсемпе те паллаштарчĕç. Г.Айхин йăмăкĕ Ева Лисина ертсе пыракан комиссие çак номинацисем тăрăх мала тухнисене палăртма пĕрре те çăмăл пулмарĕ ахăр. Çавăнпа вăл дипломсемпе парнесем панă чухне халăх умĕнчех, "манран çеç килнĕ пулсан эпĕ пурне те пĕрремĕш вырăн парăттăм",- тесе шỹтлесе илчĕ.
Сăмах май, "Айхи вулавĕсене" хутшăнакансем те, кунта килнĕ Чуваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем те, поэзие хисеплекен ытти çын та çак конкурса малашне тата анлăрах, республикăри "Çеçпĕл кăвайчĕсенчен" кая мар ирттерме сĕнỹ пачĕç. Ăна шкул дирекцийĕ ырласа йышăнни ку чăннипех те çапла пуласса шанма май парать.
"Айхи вулавĕсене" уçнă çĕрте вырăнти ертỹçĕсемпе пĕрлех район пуçлăхĕ Николай Глухов, республикăри физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев та пулчĕç. Çĕньялти "Илем" халăх фольклор ушкăнĕ паха концертпа (çав шутра Г.Айхин чи юратнă юрри те "Вĕç,вĕç, куккук...") савăнтарчĕç.
Кăнтăрла хыççăн Çĕньяла Г.Айхин Мускавра пурăнакан мăшăрĕ Галина Борисовна, ывăлĕ Константин, хĕрĕ Вероника, Раççей тĕп хулинчи паллă поэтсемпе искусство çыннисем, çавăн пекех Шупашкартан Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ Президенчĕ Атнер Хусанкай ертсе пыракан пысăк делагаци килсе çитрĕç. Хăнасем Г.Айхин вил тăпри çинее чĕрĕ чечексем хучĕç, пылпа икерчĕ çисе паллă поэтăмăра асăнчĕç, хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕç.
Источник: "Хыпар"