Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Илем” – 15 çулта

17 января 2007 г.

Çĕньялти культура çуртĕнче ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ вĕçленнĕ май тата “Илем” халăх фольклор ушкăнĕ 15 çул тултарнă тĕле йĕркеленĕ концерт пулчĕ.

Кас хушшинче пылчăк çăрăлни те, клубра сивĕ пулни те хăратмарĕ ял халăхне. Фольклор ушкăнне Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Петров саламларĕ. Шкул ачисем те аслисене хисеп тума килнĕ. “Илем” ушкăн ертÿçи В.Антонов юрлама çÿрекенсенчен чи аслисене парне парса савăнтарчĕ. Юрăсене халăх алă çупса йышăнчĕ. Концерт программи çĕнелсе пыни те хавхалантарчĕ. Сцена çинчи артистсемпе пĕрле ташша яракансем те пулчĕç. Купăс сасси чун-чĕрене хускатрĕ. Çакă культура вучахĕ сÿнменнине кăтартакан паллă пулчĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика