16 сентября 2006 г.
Галя ача чухне Анат Тăрмăш урамне пайтах такăрлатнă. Çемьери сакăр ачаран виççĕмĕшĕ пулнăран, унăн нумайрах ĕçлеме, кĕçĕннисене пăхма тивнĕ. Вуттине хутнă, шывне кỹнĕ, кĕпе-йĕм çунă, колхозра ĕçленĕ. Пĕр сăмахпа, хуçалăхри пур ĕçе те хăнăхса ỹснĕ вăл.
Нумай ачаллă çемьесен пурнăçĕ çăмăлах мар пулин те, савăнăçĕ-телейĕ чылай ытларах. Георгий Ивановичпа Пелагея Игнатьевна ачисене, акă, ырă тĕслĕх вырăнне хурса хакланине пĕрре кăна мар илтнĕ.
"Ачисем саккăрăшĕ те сăпайлă, тăрăшуллă, ĕçчен. Вĕренỹре пĕри-тепринчен юлмасть, пĕр-пĕрне пулăшса пырать", - тетчĕç. Ашшĕ, хăй учитель пулнăран та-ши, ывăлĕ-хĕрĕсене килте те пур енлĕн воспитани пама тăрăшатчĕ. Нихăçан та сассине хăпартмастчĕ, вăрçмастчĕ, лăпкăн çеç вĕрентсе ăнлантаратчĕ. Мĕн пур килти ĕçе ушкăнпа тăватчĕç вĕсем. Хурт-хăмăр йышлă тытатчĕç, выльăх-чĕрлĕхĕ те нумайччĕ. Çавăнпах ĕç "куршанакĕ" те ир çыпăçрĕ ачасене.
Галя пĕчĕкренех амăшĕпе пĕрле апат-çимĕç хатĕрлеме юрататчĕ. "Кăвас чĕресĕ çỹллĕш те ỹсмен-çке, чуста çăрать", - тĕлĕнетчĕç кỹршисем. Пĕчĕккĕлле чустапа аппаланма, кукăль-булка пĕçерме юратни ахаль иртмерĕ. Хĕр вăтам шкул пĕтерсенех Шупашкарти коопераци техникумне кондитера вĕренме кĕчĕ. Çулталăкран алла диплом илсе Патăрьелĕнчи çăкăр заводне ĕçлеме килчĕ.
Завочĕ ун чухне çĕнĕччĕ-ха, тинтерех çеç хута кайнăччĕ. Г.Алексеев директор хĕре ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çăкăр пĕçерекен цеха, М.Кудрявцева бригадине, ячĕ. Çапла Галя çăкăр пĕçерекен пулса тăчĕ. Пĕрле ĕçлекенсемпе часах туслашрĕ вăл. Уйрăмах Лидия Леонтьева нумай вĕрентсе, пулăшса пычĕ. Çамрăк хĕрĕн чустана машинăпа татса формăна хуракан операцие пурнăçламаллаччĕ. Çакна тума питĕ хăвăрт хăнăхрĕ. Ăсталăхĕ ỹснĕ май ытти ĕçсем тума та шанчĕç. Виçĕ çул экспедитор пулчĕ вăл. Кайран бригадира лартрĕç.
Вăхăт шăвать, кунсем сисĕнмесĕр иртеççĕ. Галина Георгиевна çăкăр заводне ярса пуснăранпа та 35 çул çитрĕ. Чĕрĕк ĕмĕр ытла бригадир вăл. Пиллĕкĕн вăй хураççĕ цехра. Фейма Халитовăпа Раиса Смелован та ĕç стажĕ самаях. Ирина Сорокинăпа Зинаида Краснова çамрăк-ха. Вĕсене аслисем ăс парса, вĕрентсе пыраççĕ. Пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăннăран ĕçĕ те ăнса пырать. Вĕсем пĕçернĕ "Дарницкий", "Мурманский" çăкăра, кĕлентĕр-сушкăна, палочкăна магазинсенче юратса туянаççĕ.
Ĕçне кура хисепĕ - чысĕ. 1985 çулта Г.Сергеева бригади "Коммунизмла ĕçлекен коллектив" ята çĕнсе илнĕ. Пĕрре мар дипломсемпе чысланă.
Наградисем Галина Георгиевнăн та йышлă: "Раççей потребкоопераци системинче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн" значок, Хисеп грамотисем, Мухтав хучĕсем, хаклă парнесем. Чăвашпотребсоюз ирттерекен республика шайĕнчи конкурссене те хутшăннă вăл, "Чи лайăх пекарь-кондитер" ята та çĕнсе илнĕ.
Пултаруллă, ĕçчен çăкăр пĕçерекен çеç мар Галина Георгиевна, тирпейлĕ те тарават кăмăллă кил хуçи хĕрарăмĕ те, ачисемшĕн хыпса çунакан канăçсăр чĕреллĕ амăшĕ те. Мăшăрĕпе, Петр Езюковпа, хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Люда - сутуçă, Руслан "Тав" фирма водителĕ. Вĕсемпе, хĕрĕн ывăлĕпе- ытарайми мăнукĕпе чăннипех савăнать хĕрарăм. Мĕн пур пушă вăхăтне унпа ирттерет.
Хуçи мĕнле - хуçалăхĕ çапла, теççĕ. Г.Сергеевăн хваттерĕ те, пĕчĕк пахчи те тирпейлĕ, таса. Унта тăрăшуллă кил хуçи хĕл каçмалăх пахча çимĕç çитĕнтерет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)