Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мадюковсем телейлĕ те килĕшỹллĕ мăшăр

20 сентября 2022 г.

 Çапла çирĕплетме сăлтавĕ пысăк. Çĕньялта пурăнакан Андрей Васильевичпа Наташа Алексеевна хăйсен тăрăшулăхĕпе ашшĕ-амăшĕн тĕп килĕнче икĕ хутлă çурт туса лартнă, кил хуçалăхĕнче тĕрлĕ йывăç çитĕнтерççĕ, пĕринчен тепри матур та пултаруллă пилĕк ывăлĕпе чун-чĕререн савăнаççĕ. Çак ырă енсем вĕсене паянхи пурнăçа кал-кал сыпăнтарса пыма пулăшаççĕ те.

- Ял тăрăхĕнче кăтартуллă та пултаруллă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх илсе кăтармалли çемье сахал мар. Сăмахран, Вазюковсем 9 ача çитĕнтереççĕ. Вĕсем общество пурнăçĕнче те хастар. Çак çемье пирки нумай пулмасть çеç республика хаçатĕнче те çырчĕç. Мадюковсем те çакнах тивĕçлĕ. Тирпейлĕ те пултаруллă мăшăр ачисене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерни уйрăмах савăнтарать. Вĕсем пурте мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ỹсеççĕ. Çемье ялта йĕркелекен мероприятисенчен, субботниксенчен е ыр кăмăллăхпа пурнăçлакан ытти пархатарлă ĕçрен нихăçан та айккинче пăрăнса юлмасть. Вĕсем ыттисемшĕн чăнласах ырă тĕслĕхлĕ. Ахальтен мар Мадюковсен çемйи кăçалхи ял уявĕнче ял тăрăхĕн Тав хутне илме тивĕçрĕ,- кăмăлтанах вĕсем пирки калаçу пуçларĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова.

 Улми йывăççинчен аякка ỹкмест теççĕ. Пурнăçра чăнах та çапла. Çемьене çуралнă пепкесем мĕнле çул суйласа илесси чăн малтанах ашшĕ-амăшĕнчен килет. Шел пулин те Андрей Васильевич хăй атте-анне ăшшине туйса ỹсеймен (вăл 5 çулта чухне вилнĕ). Çавăнпа паянхи кун та вĕсене ура çине тăратнă асламăшне çĕре çити пуç таять. Анна аппа пĕр варта выртнă икĕ аппăшĕпе пĕр шăллĕне интерната парса уйăрман, хăй пăхса ỹс- тернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Хутлама-çырма пĕлмен пулсан та кинемей вĕсене пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пулăшнă.

"Çын пул, çынна ялан ырă ту, харама каймĕ, ĕçлени çыншăн пулсан та вĕренни хăвăншăн...." çакнашкал ырă шухăшсене асанне пире час-часах илсе кăтартатчĕ, вĕсене эпĕ çамрăклах çамка çине картса хунă, каларăшсем пурнăç чăнлăхĕпе тỹр килнине вара хамăн ĕмĕрте темиçе хутчен те сăнанă",- калаçăва пуçларĕ кил хуçи Андрей Васильевич асламăшĕн канлĕхĕшĕн хăй çине хĕрес хывса.

Ăшпиллĕ калаçу хĕрсе кайиччен куçăмпа пĕр вăхăт çуртри хăтлăхпа, тирпейлĕхпе килентĕм. Кил хуçи ылтăн аллипе ăсталанă капăрлăхсене, пилĕк ача амăшĕ вăхăт тупса шăрçаланă тĕрĕсене, ытти алă ĕçне пăхса тĕлĕнтĕм, савăнтăм. Çак кунхине пỹртре урамри сулхăн çанталăк сăлтавĕпе кăмака хутни мар, çак çемьен чун ăшăлăхĕ, тараватлăхĕ, сăпайлăхĕ, пĕр-пĕринпе кăвакарчăн пек шăкăл-шăкăл калаçни, куçран пăхса йăл кулни манăн кăмăла тỹрех çĕклентерсе ячĕ. Мĕнле телей! Чĕрĕк ĕмĕре яхăн пĕрле пурăнакан мăшăр ку таранччен пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа та курман. Пепкисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ ашшĕпе амăшĕ чăн-чăнах çỹпçипе хупăлчи темелле.

Ĕç çынна илем кỹрет çеç мар, ыттисемпе хутшăнма, пĕр-пĕрне алă тăсса пулăшма вĕрентет, хăйне евĕр воспитани те парать. Мадюковсен çемйин тĕп тĕллевĕ: пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн. Çавăнпа та вĕсем хăйсен вăйĕпех пысăк лаптăк çинче пахча çимĕç, тĕш тырă та çитĕнтерсе илеççĕ. Йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама вĕсен техника çителĕклĕ. Пурте алă айĕнчех. Специалисчĕсем те юнашарах. Димăпа Александр ывăлĕсем хулара вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ пулин те кашни эрнерех ашшĕ-амăшне пулăшма яла анаççĕ. Кирек мĕнле "хурçă утта" та парăнтараяççĕ вĕсем. Хăйсемех выраççĕ, çулаççĕ, кăлараççĕ, çĕре сухалаççĕ... Ашшĕнчен "наряд" çеç кĕтеççĕ. Ачасем яла килсен паянхи ĕç кунĕ ăнăçлă та тухăçлă иртнипе çеç çырлахмаççĕ, тỹрех ыран мĕн тумаллине ыйтаççĕ. "Ку вăл пирĕн çемьере çирĕпленнĕ йĕрке. Ачасем çывăрма выртиччен ыран пурнăçламалли ĕçе яланах пĕрле сỹтсе яватпăр. Çакă вăхăта перекетлеме те, хавхаланса ĕçлеме те май парать. Пушă вăхăтра çемьепе ăçта та пулин кайса канни те пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Вăл та пире чăмăртанма, çирĕпленме пулăшать",- терĕ ашшĕ ачисен ĕçĕпе кăмăллă пулнине систерсе.

Паян тăххăрмĕш тата иккĕмĕш класра вĕренекен Вячеславпа Алексейĕн те çемьере пурнăçламалли хăйсен тивĕçĕсем пур. Арçын ачасем ашшĕне çеç мар, амăшне те пулăшаççĕ. Урай та çăваççĕ, пỹртне те тирпейлеççĕ, кирлĕ пулсан апат пĕçерме те ỹркенмеççĕ. Вĕсенче ĕçе кутăнлашса та тиркесе пурнăçласси çук. Çав вăхăтрах пиччĕшĕсем хăйсен чи пĕчĕк шăллĕне - пỹрт тулли илем кỹрекен Арсение те куçран вĕçертмеççĕ, ăна пурте хытă юратаççĕ. "Пирĕшĕн вăл телей чăмăркки...",- тет Андрей Васильевич хĕвел пек йăл кулăллă пиллĕкмĕш ывăлне кăкăрĕ çумне ăшшăн пăчăртаса.

Анне - кил ăшши, атте - çурт тĕрекĕ

Ирпе-ирех сăмсана кăтăклакан ырă шăршă пỹрте сарăлнă. Ачисене шкула ăсатиччен Наташа Алексеевна кашни кунах çемьене тутлă çимĕçпе савăнтарать. Апат пĕçерме, кукăль-пỹремеч, салат таврашĕ хатĕрлеме пĕрре те ỹркенсе тăмасть вăл. Пилĕк ача амăшĕн вăхăчĕ алă усса ларма ирĕклех мар пулин те кулленхи менюна пуянлатма тăрăшать. Вăл хĕр чухнех кухньăра кăштăртатма кăмăлланă. Ку тĕлĕшпе амăшĕ уншăн ырă тĕслĕх. Çавăнпа та вăл ун пекех сутуçă пулма ĕмĕтленсе кооператив техникумне бухгалтер-финансиста вĕренме кĕнĕ те.

Специальность илнĕ хыççăн Турханти, Тури Тăрмăшри, Çĕньялти магазинсенче ĕçленĕ. Юлашкинчен вара ялти шкултан, техслужащинчен декретлă отпуска кайнă. Уçă кăмăллă та ĕçлеме ỹркенмен хĕрарăм кирек хăш ĕçре те хисеп çĕнсе илнĕ. Кил ăшшине, çемье вучахне упракан амăшĕ ял-йышра та ырă ятлă.

- Хама килĕшỹллĕ те ырă хĕрарăм тĕлне тĕл пулнăшăн эпĕ Турра тав тăватăп. Наташăпа килĕштерсе пурăнни, кашни шухăша пĕрле пайлани пире çăмăллăх кỹрет. Ачасене те çавнах хăнăхтарса ỹстеретпĕр,- кăмăлтан хак пачĕ хăйĕн юратнă мăшăрне Андрей Васильевич.

Сăмах май каласан, Наташа та мăшăрĕ тĕлне пулнăшăн çав тери хĕпĕртенине пĕлтерчĕ. Халăхра хуньăшĕн тăприпе кĕрỹшĕн тăпри пĕр текен каларăш пур. Кăмăлĕпе çеç мар, ĕçченлĕхĕпе, кирек мĕнле ĕçе те тытса тума пултарнипе, платник ăсталăхĕпе тата ыттипе те вĕсем пĕрешкелех-мĕн. Çуртра стройка е ытти арçын ĕçĕ тупăнсан вĕсем пĕр-пĕрне хаваслансах пулăшаççĕ.

- Тăван тăварпа пиçнĕ теççĕ. Пурнăçра пире Галя тата Лена аппасен çемйисем пысăк пулăшу парса пыраççĕ. Йыснасем те алă ăсти. Вĕсем ыйтнипех эпĕ малтан хулара водителе вырнаçнă çĕртен яла таврăнтăм, атте-анне çуртне çĕнетсе йăха малалла тăсма шутларăм. Халĕ ялта пурăнма, тăван çуртăн тĕрекне тытса пыма, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеме çав тери килĕшет. Çĕньял çĕнелсе, капăрланса пынишĕн те хĕпĕртетĕп, май пур таран эпир çемьепех хамăрăн мехелĕмĕре тăван тăрăха аталантарма, хитрелетме яма тăрăшатпăр,- çапла вĕçлерĕ Мадюковсен йăх-несĕлне малалла тăсса пыракан Андрей Васильевич.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика