01 марта 2022 г.
ЮХМАПА Пăла тăрăхĕшĕн Геннадий Айхи поэт пысăк мăнаçлăх. Паян унăн сăввисем вуншар чĕлхепе илемлĕн янăраççĕ. Тĕнче шайĕнче кĕрлекен поэтăмăра чыс та хисеп туса унăн тăван ялĕнче, Çĕньялта, час-часах тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеççĕ. Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче вара Геннадий Николаевичăн творчествипе çыхăннă мероприятисем шкулта та, ял вулавăшĕнче те пулсах тăраççĕ. Çак кунсенче çеç "Айхи вулавĕсем" сăвă калакансен тупăшăвĕ иртнĕ.
Тăван ял масарĕнче канлĕх тупнă ентеше чыс туса вулавăшра "Айхи-тĕнче çынни" курав уçнă. Кунта халĕ поэтăн паллă кĕнекисемпе, чăваш культурине тĕнче шайне илсе тухма пултарнине çутатакан материалсемпе паллашма пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)