19 ноября 2021 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Çăл Атăк ялĕн историйĕ пуян. Темиçе çул каялла ун пирки çак ялта çуралса ỹс- нĕ филологи наукисен кандидачĕ Н. Осипов кĕнеке те пичетлесе кăларнăччĕ.
Ентешсем пĕрлехи вăйпа кар тăрса ĕçлеме кăмăллаççĕ. Маларах вĕсем тапса тăракан çăл çинче купель турĕç, часовня хăпартрĕç. Акă, çак кунсенче ял халăхĕ тепĕр савăнăçа пĕрле пайларĕ, çăл патне пыракан çул хĕрринче пысăк палăк çĕкленчĕ. Çур тонна таякан мрамор плита çине ял 1638 çулта йĕркеленсе кайни пирки çырнă. Çакăнтах "Çăл Атăк ялне никĕслекенсене асра тытса тата сума суса хальхи ăруран" тесе шăрçаланине хамăр несĕлсене чăннипех те сума суни тесе йышăнмалла.
- Палăк лартас шухăш унчченех çуралнă. Кун пирки Э. Бахмисов таврапĕлỹçĕпе те тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл чылай пархатарлă сĕнỹ пачĕ. Ытти юлташсем, ĕçтешсем, ентешсем чула Челябинск облаçĕнчен илсе килсе вырнаçтарма, палăк йĕри-таврашне хăтлăх кĕртме пулăшрĕç. Анатолий Трифонов предпринимателе, Александр Едриванов маçтăра, Борис Емельянов депутата, Юрий Ершов старостăна ял-йыш ячĕпе чун-чĕререн тав тăватăп,- тет çак парахатарлă ĕçе пуçарса вĕçне çитерес тесе тăрăшнă ентешĕмĕр Вениамин Николаевич Остроумов предприниматель.
Иртнĕ вырсарникун Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков килсе чул палăка сăвапларĕ, ял халăхне ырă ĕçшĕн тав туса малашне те сывлăхпа пурăнма пил пачĕ.
Н. КВАСОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)