31 августа 2021 г.
Çапла калас килет Çĕньял ял тăрăхĕнчи виçĕ ял халăхĕн выльăх-чĕрлĕхне пăхса тăракан Сергей Сидоров ветеринар пирки.
Çĕньялти ветеринари пунктĕнче Сергей Валерьевич 2017 çулхи июнĕн пĕрремĕшĕнчен ĕçлеме пуçланă. Анат Чакăра çуралса ỹс- нĕскер 2010 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен (халĕ аграри университечĕ) вĕренсе тухса ветеринари врачĕн дипломне илнĕ. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Çĕньялта ветеринари енĕпе вăй хуракан çуккипе ăна кунта килме сĕннĕ. Çамрăк врач тỹрех килĕшнĕ. Малтанласа Çĕньялти ферма территорийĕнче вырнаçнă кивĕ, условисем çителĕксĕр, вутăпа хутса ăшăтмалли ветеринари пунктĕнче тăрăшнă. Каярах ял тăрăхĕн администрацийĕ ăна Анат Тăрмăш клубĕнчи пушă пỹлĕме йышăнма ирĕк панă. Халĕ кунта ăшă, хăтлă, специалиста ĕçлеме те кăмăллă.
С. Сидоров ял халăхĕпе тỹрех пĕр чĕлхе тупрĕ. Профилактика мероприятийĕсене, прививкăсене, ытти процедурăсене графикпе килĕшỹллĕн пурнăçлать. Килте выльăх-чĕрлĕх чирлесе ỹкет-и, ĕне пăруланă чух аптăрать-и, кỹпĕннипе васкавлă пулăшу памалла-и - Сергей Валерьевич кăнтăрла е çĕрле пулнине, çанталăка пăхмасăр чĕннĕ çĕре васкать. Çакăншăн ăна ял çыннисем хисеплеççĕ.
- Мĕншĕн ветеринар профессине суйласа илтĕр? - тесе ыйтрăм С. Сидоровран.
- Выльăх-чĕрлĕхе юратма мана кукаçи - Василий Кузьмич Прокопьев - тата асатте - Василий Иванович Сидоров - хăнăхтарнă. Эпĕ ялан вĕсен çумĕнче çỹреттĕм. Çывăх çыннăмсем выльăха юратса та пĕлсе пăхнине сăнаттăм, сĕнĕвĕсене ăша хываттăм. Пилĕк пĕр тăванран эпĕ çеç ку профессие суйласа илтĕм, çакăншăн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Ĕçе юратнипе ялта тĕплентĕм, мăшăрпа виçĕ ача ỹстеретпĕр. Сăмах май, вăл та Патăрьелĕнчи агротехникумра ветеринара вĕренет. Иккĕн юнашар вăй хума пуçласан ĕç тата кал-кал кайĕ. Ачасенчен пĕри те пулсан пирĕн сукмака малалла такăрлатасса шанса тăратпăр. Улттăмĕш класа каякан Василий кил-хуçалăхри выльăхсене пăхма хаваспах хутшăнать, ыттисем те айккинчен çеç пăхса тăмаççĕ. Эпир икĕ ĕне, вăкăрсем тытатпăр, - терĕ Сергей Валерьевич.
С. Сидоров пек çамрăк специалистсем ялсенче питĕ кирлĕ. Ку тĕлĕшпе Çĕньял ял тăрăхĕнче пурăнакансене ăннă - пирĕн хамăрăн выльăх тухтăрĕ пур. Çакăншăн савăнатпăр.
Н. КВАСОВА. Çĕньял ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)