Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсассăн ял-йышпа тирпей пулĕ таврара

20 октября 2020 г.

 Çĕньял ял тăрăхĕн администрацийĕн, пур ял тăрăхĕсенчи пекех, тĕп тĕллевĕ - çынсене пурăнма, канма, вăхăта усăллă ирттерме лайăх услови туса парасси, халăхăн ыйтăвне тивĕçтерсе ялсене хăтлăх кỹресси, тавралăха тирпей-илем кĕртесси тата ытти те. Çак тĕллевпе вĕсем çулталăк тăрăшшĕпех тимлеççĕ, халăх вăйĕпе, уйрăм çынсен хастарлăхĕпе чылай ĕç тăваççĕ. Нумай пулмасть çеç вĕсем ял тăрăхне кĕрекен кашни ялтах кĕркуннехи субботниксем ирттернĕ. Çавна май масарсене тасатнă, хыт-хурана çулнă, хăрнă йывăçсене каснă. Ял старостисемпе депутатсем, культура ĕçченĕсем - ĕçе пуçарса ертсе пыракансем. Кашни ялтан 30-40 е ытларах та çын хутшăннă субботниксене.

Çав вăхăтрах çак поселенинче хăтлăх кĕртессипе те тăтăшах тимлеççĕ. Çак кунсенче çеç территорие тирпей-илем кĕртме социаллă пĕлтерĕшлĕ проектпа килĕшỹллĕн Анат Тăрмăшĕнче Овражная урамра çынсем каçса çỹрекен кĕпере юсама пикеннĕ. Кунта çыран хĕррисене çирĕплетеççĕ, никĕсне, тытса каçмалли вырăнĕсене çĕнетеççĕ. Çывăх вăхăтра илемлĕ каçма пулмалла.

Çĕньялти Чапаев урамĕнче те кĕпере юсама пикеннĕ. Кунта Решид Санзяпов фермер хуçалăхĕн хăватлă техники ĕçлет. Пуçару бюджечĕн программипе (халăхран 75 пин тенкĕ пуçтарнă) пуçăннă ĕçе те вăраха ярасшăн мар. Çак урамри кĕпер малашне ял илемĕ, кăмăлтан каçса çỹремелли вырăн пулĕ. Ял халăхĕ подрядчикăн ĕçĕпе кăмăллă.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика