05 июня 2020 г.
Каччăсене çара ăсатмалли çурхи призыв пуçланчĕ. Кирек хăш амăшĕн те çакăн пек чухне ывăлĕсене пил парса сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе каялла таврăнма сĕнни аса килет. Ăсатнă чухне хурлăх куççулĕ, кĕтсе илнĕ май савăнăç куççулĕ тухать. Салтака юрăхлă ачасем çитĕнтернĕшĕн мăнаçланмалăх та пур, паллах. Халĕ çулталăк çеç салтак пăтти çимелле.
Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтертĕмĕр хамăр та. Асли – Валериан- 1991-1993 çулсенче Триангорск тĕлĕнче çĕршыв чиккине сыхларĕ. Салтак тумне хывсан Шупашкарти пĕр строительство организацийĕнче ĕçлерĕ. Шел, кун-çулĕ кĕске пулчĕ. Çуллен пограничниксен кунне уявлама хутшăнакансене курсан чĕре суранĕ тата аса илтерет.
Хĕр сывлăх сыхлавĕнче ĕçлет. Тепри ялти шкула вырнаçнă. Ачасене ОБЖ, чăваш чĕлхипе литература, обществознани предмечĕсемпе вĕрентет. Хуларан тăван киле таврăнчĕ. Ашшĕ-амăш кил-çуртне кам-ха тытса пырĕ унсăрăн.
Мăшăрăм, Анатолий Николаевич та çавах пулнă. Çурт никĕс-не хавшатман, ашшĕ-амăшĕпе пурăннă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕ. Ферма заведующийĕ те, культура çурчĕн директорĕ те пулчĕ.
40 çул ытла педагогра ĕçлерĕм. Обществознани, право, тăван ен культура урокĕсене кĕнĕ май çитĕнекен ăрупа Конституци пирки нумай калаçнă.
Çул çитсен çара каймаллах. Çамрăксен тăван çĕршыва хỹтĕлемеллех.
А. ЕЗЮКОВА. Çĕньял ялĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)