17 апреля 2020 г.
Ун чухне хĕллеччĕ, лăпкă юр çăватчĕ. Ял çийĕн туй юрри илтĕнет. Пĕр касран тепĕр урама халăх куçать: Хăрах касри Якур пичче хĕр парать, Шур кассинчи Наçтук аппа, вăрçăра мăшăрне çухатнăскер, кин кĕртет...
Ăçта машинăсем тетĕр-и? Çапла, ун чухне машинăсемпе качча каясси йăлара пулман-ха, лаша та кỹлсе чăрманман. Инçе мар та. Туй халăхĕ те çуранах утнă. Шур юр çийĕн шур кĕпепе шур кăçатă тăхăннă хĕре шур кĕпеллĕ сар каччă çавăтнă та - кăчăрт-кăчăрт ура сасси аякка саланнă...
Унтанпа 50 çул та иртсе кайнă. Кăчăрт-кăчăрт ура сассин ахрăмĕ вырăнне хăтлă та илемлĕ çуртра шăкăл-шăкăл калаçу çеç илтĕнет....
Çĕньялта пурăнакан Мария Егоровнăпа Василий Николаевич Сулагаевсем Çĕнĕ çул уявĕ хыççăнах тепĕр хут кĕрекене çывăх çыннисене пуçтараççĕ, 50 çул каяллахи хĕллехи куна аса илсе киленеççĕ...
Василий Николаевич 1943 çулта çуралнă. Ялти 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсанах фермăна ĕçе кĕнĕ, сĕт турттарнă, кĕтỹ те кĕтнĕ. Каярахпа Казахстанра тракториста вĕренсе тухса çĕнĕ çĕрсене уçнă çĕрте ĕçлесе ĕлкĕрнĕ. 1962-1965 çулсенче Астрахань облаçĕнчи Капустин Яр хулинче ракетăсене тĕрĕслекен çарсен полигонĕнче службăра пулнă. Вăл пур енчен те çирĕп дисциплинăллă, анлă тавра-курăмлă салтак пулнипе палăрса тăнă. Виçĕ çулта 26 грамота илме тивĕç пулнă, виçĕ енлĕ ăмăртура (троеборье) спорт мастерĕн 1-мĕш разрядне тултарнă.
Çартан таврăнсан çамрăка уй-хир бригадин бригадирне лартнă. Шăп çав вăхăтра колхозсем кирпĕч хуралтăсем хăпартма тытăннă, анчах строительство енĕпе ĕçлекен маçтăрсем çук. Колхоз правленийĕ сĕннипе Василий Николаевич Сĕнтĕрвăрринчи училищĕре вĕренсе строительство мастерĕн дипломне илсе тăван яла таврăнать. 1971 çулта колхозниксенчен строительсен бригадине йĕркелесе ярать. Мĕн пур кирпĕч зданисене хăпартаççĕ: сысна вити, ĕне вити, подвалсемпе тырă склачĕсем, гараж, мастерской, общежитипе механизаторсен çурчĕ, шур çăнăх авăртмалли арман... Бригадăри хастар каменщиксене паян та ырăпа аса илет Василий Николаевич: М. Езюков, В. Езюков, В. Мурзуков, В. Нестеров, П. Марков, Д. Живов, М. Живов, П. Петрухин, В.Нестеров ...
2003 çулта тивĕçлĕ канăва тухичченех юратнă ĕçĕнче тăрăшнă. 1975 çулта "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" ята тивĕçнĕ. 2 созыв Турхан ял Совечĕн депутачĕ пулма шаннă ăна ял-йыш, суд заседателĕ пулнă. "Пархатарлă ĕçшĕн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май" медале чăннипех те тивĕç вăл, мĕншĕн тесен ялти пĕр обществăлла ĕçрен те пăрăнса юлман, художество пултарулăхĕнче те хăйĕн ăсталăхне кăтартнă. 1972 çулта Çĕньял хорĕн йышĕнче Мускаври Кремльти съездсен керменĕнче юрланă.
Çур ĕмĕр каялла Василий Николаевич хăйĕн телейне тĕл пулса çемье çавăрнă. Мария Егоровна та 1949 çулта çак ялтах нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. 3 хĕрпе 3 ывăл çитĕннĕ вĕсем. 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл ĕне фермин сукмакне такăрлатнă. Вунă çул дояркăра ĕçленĕ хыççăн Мария Егоровнăна шур çăнăх авăртакан армана куçарнă. Кунта вăл 8 çул ĕçленĕ. Таçтан та килнĕ ун чух пирĕн яла. Ютран килнĕ çынсене темиçе çỹреттерес мар тесе çĕрлене юлса çăнăх авăртса панă.
1987 çулта ăна Росгосстрахăн Анат Тăрмăш тата Çăл Атăк ялĕсенче ĕçлекен агенчĕ пулма шанаççĕ. 17 çул хушшинче пĕрре те план тултарманни пулман. Çавăнпа Мария Егоровна "Росгосстрах тĕп управленийĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн чи лайăх агенчĕ" ята тивĕçет, сăнне управленин Хисеп хăми çине вырнаçтараççĕ. 2003 çулта "Росгосстрах - Поволжье" обществăн Чăваш Республикинчи управленийĕн "Тĕп страхлакан агент" хисеплĕ ят çĕнсе илме пултарнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан пушă вăхăтра алса-чăлха-тапăчки çыхать (хĕл каçиччен çыхнисем 40-50 мăшăра та çитеççĕ - кирек кама та парнелеме шел мар!). Юрра-ташша маçтăр - Çĕньялти "Илем" халăх фольклор ушкăнĕн хастар членĕ.
Мария Егоровнăпа Василий Николаевич Сулагаевсем 3 ывăл пăхса çитĕнтернĕ, вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ 7 мăнукĕ савăнтарать вĕсене. Ачисем те, мăнукĕсем те аслисенчен ырă тĕслĕх илеççĕ: вĕренỹре маттур, спортпа туслă.
Сулагаевсем Çĕньялта чи кăтартуллă мăшăр. Çемье телейне вĕсем пĕр-пĕрне ăнланнинче, шаннинче, упранинче кураççĕ. Пурнăçа ахаль пурăнса ирттернĕ тесе те калама çук вĕсем пирки: çурт лартнă (иккĕ те!), ывăл ỹстернĕ (виççĕ те!), йывăç лартнă (пинĕпе!). Ара, миçе çул вăрмана çамрăк хунавсем (посадка тетчĕç) лартма çỹренĕ. Вĕсен тата тепĕр киленĕç пур: ĕмĕр тăршшĕпех вĕллесем тытаççĕ. Ку ĕçре иккĕшĕ те ăста! Сиплĕ пылпа кама кăна хăналаман-ши вĕсем? Ăна сутса укçа тăвас тĕллевлĕ мар хурт-хăмăр ăстисем, çын сывлăхне çирĕплеттĕр тесе ырă сунса сăйлаççĕ.
50 çул алла-аллăн юнашар утнă мăшăр пĕр-пĕрне ылтăнпа танлаштараççĕ, ылтăнран та хаклине чĕрисемпе туйса тăраççĕ...
Мария МАДЮКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)