14 апреля 2020 г.
Аннỹне хăварса аçу кайнă фронта,
Тăшманпа çапăçма хаяр вăрçă хирне.
Аçуна юлайман пачах эс курса,
Аннỹ варĕнче юлнăран-çке выртса.
Ача çуралсассăн çиччĕмĕш кунне
Фронтран килсе çитнĕ çыру аннỹне:
"Санăн мăшăру çав хула патĕнче
Паттăрла çапăçса пуçне хучĕ", тесе.
Çĕнтерỹ те, ак çитрĕ: ял-йыш савăнать.
Тантăшсен ашшĕсем вăрçăран таврăнаç.
Шанăçа çухатмасăр эс те кĕтен,
Аçу вилнине-çке сана пĕлтермен.
Ашшĕнчен пил илсе курайман пепкесем
- Çурма тăлăххăн ỹснĕ вăрçă ачисем.
Эсир пурте тивĕç туллин мухтанма
Миршĕн пуçне хунă герой-салтакпа.
Р. НЯГИН. Çĕньял
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)