Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăшарнире шыва кĕчĕç

21 января 2020 г.

Кăшарни каçĕнче, январĕн 18-19-мĕшĕсен чиккисенче, православи тĕнне тытса пыракансенчен чылайăшĕ Иисус Христоса Иордан шывĕнче тĕне кĕртнине паллă туса çветтуй шыв илсе килнипе кăна çырлахмарĕ, вакка чăмса тухрĕ.

Кăçал уяв умĕн çумăр çунине  пула Сител кÿллинче вак касма май килмерĕ. Çапах та Турра ĕненекенсене Алманчă, Патăрьел, Турхан ялĕсенчи чÿхенсе тухмалли вырăнсемпе Чăваш Ишекĕпе Çăл Атăкри сăваплă çăлкуçсем хапăл пулчĕç. Маларах вĕсенче ятарлă каçмасем ăсталанă, салтăнса тăхăнма палаткăсемпе кабинăсем вырнаçтарнă. Çавăн пекех хăрушсăрлăх йĕркисемпе тивĕçтерес тĕллевпе МЧС, васкавлă пулăшу, полици служби ĕçченĕсенчен дежурство йĕркеленĕ.

Ырă йăларан район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кăçал та ютшăнмарĕ, Çăл Атăкри сăваплă çăлкуçра виçĕ хутчен чăмса тухрĕ. Çавăн пекех Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Николай Марков  протоиерей, Первомайскинчи Христос çуралнă ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей тата ыттисем те унран юлмарĕç. Вĕсем  ал шăллипе шăлăнса типĕннĕ май кăмăл-туйăм лайăхланнине, вăй-хăват ÿснине палăртрĕç.

Еншикри П. Кадеев пĕлтернĕ тăрăх, Кăшарнире шыва кĕрессине çак ялта та лайăх йĕркеленĕ

Тĕне ĕненекенсем çак кун пĕтĕм шыв сăваплă пулнине, вăл тĕрлĕ чиртен хăтăлма пулăшнине, ырă шухăшсемпе пуянлатасса шанаççĕ.

А. Иванов

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика