23 августа 2019 г.
Августăн 21-мĕшĕнче чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ халăх поэчĕ, нумай премисен лауреачĕ Геннадий Айхи çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Çак ятпа вăл çуралса ỹснĕ Çĕньял ялĕнче асра юлмалли пысăк мероприяти иртрĕ, халăх вăйĕпе тирпейлесе капăрлатнă уçланкăра " Хавал" кану паркĕ уçăлчĕ.
Савăнăçлă уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш тата Тутар Республикисен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай, хисеплĕ ентеш, Чăваш наци конгресĕн членĕ Эдуард Бахмисов, Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ Мария Мадюкова, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Еремеев, ял активĕ, тĕп хуламăртан, Чĕмпĕртен, ытти çĕртен килнĕ хăнасем, фольклор ушкăнĕсем те хутшăнчĕç. Ял çумĕнчи уçланкăра çак кунхине чăваш юрри-кĕвви янăраса çеç тăчĕ.
Поэт-ентешĕмĕре сума суса пуçтарăннă мероприятие ял тăрăх пуçлăхĕ Мария Мадюкова уçрĕ. "30 çул хыт-хура айне пытаннă çак лаптăка пĕрлехи вăйпа, ырми-канми ĕçлесе "çутта" кăлартăмăр. Ял малашлăхне, халăх ăнтăлăвне шута илсе хамăр суйласа илнĕ парка "Хавал" тесе ят патăмăр. Малашне те çак вырăна капăрлатма, пуянлатма, хăтлăлатма пурин те вăй-хал пултăр",-терĕ Мария Ильинична ял-йыша ырă ĕçшĕн тав туса.
Çĕньялсен пархатарлă тĕслĕхне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та кăмăлтан ырласа йышăнчĕ, хастар та пултаруллă ял çыннисене малашне те пĕрлехи вăйпа пысăк ĕçсем тума ăнăçу сунчĕ, тивĕçлисене район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата Тав хучĕпе саламларĕ.
- Чылай чухне эпир пысăк ĕçе тума укçа-тенкĕсĕр хускалаймастпăр. Çĕньялсем ку тĕлĕшпе ытти ялсемшĕн те ырă тĕслĕхлĕ. Пуçарупа тухнă шухăша халăх кар тăрса йышăннине ырламалла. Нумай пулмасть çеç эсир ялта часовня уçрăр, тăван поэтăмăр канлĕх тупнă масар çине тирпейлесе карта тытрăр, çулсене тирпейлетĕр, кĕперсене юсатăр, ытти вак ĕçсене те пурнăçлатăр. Пурне те халăх вăйĕпе, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлени хавхалантарать. Ку тĕлĕшпе ял тăрăх пуçлăхĕ Мария Ильинична лара-тăра пĕлмест. Халăх ырлăхĕшĕн вăл вăйне те, ăс-хакăлне те, вăхăтне те шеллемест. Малашне Айхин пĕчĕк çĕршывĕнче кирек мĕнле хăнана кĕтсе илме те пит хĕрелмĕ. Шанас килет, çак парк малашлăхĕ пысăк пулĕ, - терĕ Рудольф Васильевич Çĕньял çыннисене кăмăлтан.
Уява пухăннисене Валерий Туркай поэтпа Николай Еремеев депутат та саламларĕç, Геннадий Айхи тăван ялшăн, Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн, Чăваш Еншĕн паллă та сумлă поэт пулнине, чăваш ятне çỹле çĕкленине, паян унăн сăввисем чăвашла тата вырăсла çеç мар, ытти чĕлхепе те мăнаçлăн янăранине каларĕç. Юнашарах çак ялтан тухнă ытти поэтсен - Николай Дмитриев (Микулай Шаймăрсан) (1956 - 2016), Ромео тата Григорий Нягинсен, Галина Дмитриеван, ял тăрăх пуçлăхĕн Мария Мадюкован, çамрăк сăвăçăн Юлия Васильеван - пултарулăхĕсемпе те паллашма май пулчĕ. Вĕсем пурте Айхи тăсăмĕсем, чăвашлăхшăн хыпса çунакансем темелле.
Геннадий Айхин юратнă "Вĕç, вĕç, куккук" юррине пурте пĕрле шăрантарнипе уяв концерчĕ пуçланчĕ. Ун хыççăн вырăнти артистсемсĕр пуçне районти культура ĕçченĕсен ушкăнĕ, Аслă Чементен, Каншелĕнчен, Турхантан, Чĕмпĕртен килнĕ сцена ăстисем пĕрин хыççăн тепри поэт сăмахĕпе çырнă юрăсене шăрантарчĕç. Виççĕмĕш класра вĕренекен Ирина Мерзлова вара поэтăн аннене халалланă поэмине вунă минут ытла пăхмасăр каласа тĕлĕнтерчĕ. Çĕньялсемшĕн тăван ялта кану паркне уçни тата Айхин юбилейне чаплăн паллă туни чылайлăха асра юлĕ.
А. Егорова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)