26 июля 2019 г.
ПАЯНХИ кун та пирĕнпе юнашар пурăннă пулсан çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче хисеплĕ ентешĕмĕр, тĕнчипе палăрнă Чăваш халăх поэчĕ, куçаруçă, К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх тата ытти нумай тĕрлĕ преми лауреачĕ Геннадий Николаевич Айхи 85 çул тултармаллаччĕ. Юхма ен мăнаçлăхĕ шутланакан поэтăмăр ячĕ-сумĕ кăçал тата ытларах çỹлелле çĕкленчĕ.
Ентешĕмĕр юбилейне Чăваш Енре, районта çеç мар, вăл çуралса çунатланнă тăван Çĕньял ялĕнче те чыслă та хисеплĕ ирттерсе ярас тесе хатĕрленеççĕ. Иртнĕ вырсарникун кунта пурăнакансем Алексей Михайлов староста ертсе тата йĕркелесе пынипе яла тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ: ашкăрса кайнă йывăç турачĕсене тирпейлĕн каснă, кỹлĕ таврашне йĕркене кĕртнĕ тата ытти те. Уява хатĕрленсе пурнăçланă тĕп ĕç - кану паркĕнче тата ял уявĕ иртекен вырăнта сценăсем вырнаçтарни. Çывăх вăхăтра вĕсене тата ытларах капăрлатасси çеç юлать. Ял тăрăх пуçлăхĕ Мария Мадюкова çак кунхине пуçарнă ĕçе хастар хутшăннă çынсене пурне те чĕререн тав тунă, ял илемĕшĕн, тирпейĕшĕн малашне те пĕрле тăрăшмаллине каланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)