14 июня 2019 г.
Кашни ялтах ĕçлĕхлĕ, пурнăçĕсене çĕрпе çыхăнтарнă çемьесем пур. Çĕньял ял тăрăхĕнче те вĕсем чылайăн. Паян хаçат вулаканĕсене вĕсенчен иккĕшĕнпе - Паймулкинсемпе тата Павловсемпе - паллаштарасшăн.
Паймулкинсем
Кил хуçи, çемье пуçĕ - Валерий Васильевич Паймулкин - чылай çул "Знамя" хуçалăхра трактористра вăй хунă. "16 çулта чухнех эпĕ техника рульне тытнă", - тет вăл. Каярах комбайн штурвалĕ умĕнче те ларнă. Хуçалăх саланнă хыççăн вара тивĕçлĕ канăва кайичченех шкулта газ операторĕнче - 18 çул - тăрăшнă. Мăшăрĕпе, Роза Пантелеймоновнăпа, тăватă ывăл та пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Пурнăçĕнче икĕ хутчен, малтан йывăçран, кайран кирпĕчрен çурт çавăрнă.
Ялта Паймулкинсем ĕçлĕхлĕ çемье пек палăрса тăраççĕ. Йăха тăсакансем пĕчĕклех ашшĕ çумĕнче тăрмашнă. Кăшт çитĕнерехпе техникăпа туслашнă, çывăх çыннипе пĕрле вырма ĕçĕсене комбайнер пулăшуçи пулса хутшăннă. Çĕре юратас, хисеплес туйăма ашшĕпе амăшĕ ачисенче пĕчĕклех вăратнăран фермер хуçалăхĕ уçас шухăш ăнсăртран çуралнă тесе калаймастăн.
- Миша ывăл килчĕ те çапла пĕринче: "Атте, ялан ют тăрăх шапашра çỹрейместĕп, хамăрăн çĕр пайĕсене илсе ĕçлер мар-и?" - терĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр кун пирки чылай шухăшларăмăр, калаçрăмăр. Çапла икĕ çул та иртсе кайрĕ. Юлашкинчен ачан кăмăлне хăварас мар терĕмĕр те çĕр пайĕсене илтĕмĕр. Унччен тырă çитĕннĕ хирсем сухаланмасăр выртни те çак утăма тума хистерĕ-тĕр. 2015 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр, - терĕ В. Паймулкин. Сăмах май, Михаил Валерьевич килĕнче çуккипе хуçалăхпа тĕплĕнрех Валерий Васильевич хăйех паллаштарчĕ.
Вăрман касса хир турăмăр
"Çерем пăсса вир акрăм, çерем пăсса вир акрăм" тесе юрлаттăмăр ача чухне. Паймулкинсен вара вăрман касса тырă акма тивнĕ. Темиçе çул усă курман хире "алла илнĕ" йывăçсене вĕсем кăкланă.
- Пĕрремĕш çулхине сухалама кайсан трактор кабининче пуртăпа бензопăчăкă пĕрлех çỹретчĕç. Малтан йывăçсене касаттăмăр, унтан канмалла тесе сухалаттăмăр. Нушалана-нушалана пĕрех акма юрăхлă уй турăмăр. Кайран ытти çынсем те пире хăйсен пайĕсене арендăна пачĕç. Вĕсен çĕрĕсене те çаплах пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Паян чăшăл çеç шăтса тухнă калчаллă хире тухсан ман чун савăнса тăрать, - тесе аса илет малтанхи вăхăтсене фермерăн ашшĕ. Сăмаха малалла тăсса çакна каласа хăварас килет: халĕ Паймулкинсен 80 гектар çĕр, унтан 72 гектарĕнче тырă акнă.
Иккĕн автан çиме, вун иккĕн авăн çапма лайăх, теççĕ. Пысăк лаптăкра пĕччен вăй хума çăмăлах мар. Хирти ĕçсене ытларах Валерий Васильевич йĕркелесе пырать, мĕн пĕлнине ывăлне вĕрентет. Кил хуçи 60 çул урлă каçнă пулсан та вăр-вар, тракторпа та хăйех çỹрет. "Мана ĕçлеме çĕр вăй парать", - тет вăл. Пĕрчĕллĕ культурăсене гербицид сапмалла е тата ытти ĕçсене пурнăçламалла чухне Владимир Ильин кумĕпе ачаранпах туслă, пурри-çуккине пĕрле пайласа ỹснĕ Илья Киркин килеççĕ. Вĕсем те хăйсен çĕр пайĕсене Паймулкинсенех арендăна панă. Çур аки, вырма вăхăтĕнче вара виçĕ ывăлне те (шел, пĕрин куçĕ çамрăклах ĕмĕрлĕхех хупăннă. - Авт.) ашшĕпе пĕрле курма май пур. Яваплă тапхăрсене кĕске вăхăтра ирттерессишĕн хĕвелпе пĕрле тăрсах хире васкаççĕ те çĕрлесĕр те таврăнмаççĕ. Ĕççинче Роза Пантелеймоновнăн та канăçлăх çук. Тĕрĕссипе, мăшăрĕн чи пĕрремĕш пулăшуçи. Вăл е ку агрегата çаклатмалла чухне яланах юнашар.
Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен
Çĕрпе пĕлсе усă курманни, пусă çаврăнăшне пăхăнманни тăпра пулăхлăхне чакарни пирки хаçатра пĕрре мар çырнăччĕ. Уйрăмах фермер хуçалăхĕсенче йĕркелесе пымаççĕ. Ку вара тĕрлĕ хурт-кăпшанка, чир-чĕре ĕрчеме лайăх майсем туса парать. Фермерсен çавна май инженер кăна мар, агроном та пулмалла. Валерий Васильевич çамрăкранах тракторпа çỹренĕрен техника "чĕлхине" аванах ăнланать-ха, анчах агрономипе пĕлмеллисем чылай. Пĕр-пĕр канаш кирлĕ чухне "Знамя" хуçалăхра агрономра вăй хунă, халь хăй фермер хуçалăхĕ тытса пыракан Борис Емельянов патне васкать. Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ЯХПК-ра чылай çул агрономра тăрăшнă Селивестр Шалтынов патне те çитсе килет. Çĕртен тупăш илес тесен агротехнологи çинчен те манмалла мар, çав вăхăтрах вăрлăха та çĕнетсех тăмалла. Паймулкинсем пĕрчĕллĕ культурăсен "амăшне" "Исток" агрофирмăран туянаççĕ. Çум курăк вăррисенчен тасатассипе, кондицие лартассипе хăйсем ĕçлеççĕ. Техника тĕлĕшĕнчен те фермер хуçалăхĕнче йывăрлăхсем çук. Çурта хирĕç вырнаçнă пушă лаптăка регистрацилеттерсе тунă паркра тырă хранилищи вырнаçнă тата тракторсемпе кăкарса çỹремелли агрегатсем, комбайн тăраççĕ.
- Малтанласа кивĕрех техникăпа кăна усă кураттăмăрччĕ. Ал-ура çавăрса пынă май çĕнетсе пыратпăр. Пĕлтĕр çеç хамăр вăйпа МТЗ-82 маркăллă тракторпа дискатор, виçĕм çул утта преслакан агрегат туяннăччĕ. Кăçал та планра пур-ха. Унсăр пуçне тырă хранилищи тепре тума шухăш тытрăмăр. Строительство материалĕсене илсе хунă, пушансанах ĕçе пикенетпĕр, - терĕ Паймулкин-асли.
Арендăна илнĕ пайсемшĕн ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тĕрлĕрен татăлса пыраççĕ. Пĕрисем 150-200 килограмм таран тырă параççĕ, теприсем çĕр хуçисен пахчисене сухалаççĕ, виççĕмĕшсем утăпа тивĕçтереççĕ. Паймулкинсемпе килĕшỹ тунисене 150 килограмм тырă лекет. Кашнийĕн техника çуккине шута илсе фермерсем улăма кил тăрăх валеçеççĕ.
Çуллахи кун фермерсен пушă вăхăт сахалтарах. Кашни ĕçе вăхăтра туса ĕлкĕрмелле-çке! Çанталăк ăшă та тỹлек тăнине шута илсе калаçу вĕçленнĕ хыççăнах В. Паймулкин В. Ильинпа тата И. Киркинпа тыр-пул анине гербицид сапма кайрĕç.
Павловсем
Ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ пахча çимĕç ỹстерсе сутать, выльăх-чĕрлĕх тытать. Çапла майпа укçа тума тăрăшать. Татьянăпа Алексей Павловсем те ют çĕрте телей шыраса çỹрес темен, хăйсен пурнăçĕсене çĕрпе çыхăнтарнă. Малтанласа пĕчĕкрех лаптăкра кăна тăрмашнă, çулсем иртнĕçем ăна ỹстерсе пырса 11 гектара çитернĕ. Тĕреклĕленсе пынăçем вĕсем 2015 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Малалла аталанма, техника паркне пуянлатма çемье бюджечĕ те чухăнах кирлĕ мар. Павловсем патшалăх паракан пулăшăва илме бизнес-проект хатĕрленĕ. Ăнăçу тени вĕсем енче пулнă: 2015 çултах фермер ĕçне пуçăнакансене паракан гранта тивĕçнĕ. Унпа усă курса МТЗ-320-Ч маркăллă трактор тата пресс-подборщик туяннă. Халĕ вĕсен кустăрмаллă, гусеницăллă "хурçă утсем" те, ГАЗ-53 автомашина, кăкарса çỹремелли агрегатсем те пур. Техника çителĕклĕ, ĕçлеме вăй-хăват тапса тăрать. Планпа килĕшỹллĕн усă куракан лаптăка та 30 гектартан ирттернĕ. Унта тĕрлĕ культура ỹстереççĕ. Кăçал, акă, 14 гектар урпа, пĕр гектар сухан вăрлăхĕ, ĕнесене çитерме выльăх кăшманĕ акнă, ыттинче - нумай çул ỹсекен курăксем.
Ăнăçлă ĕçлесе пыракан ял хуçалăх предприятийĕсем ỹсен-тăран отраслĕпе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх отрасльне те аталантарса пыма тăрăшаççĕ. Сутма юрăхлă мар тырра, çĕр улмие вĕсем выльăхсене çитереççĕ. Фермер хуçалăхĕсем те пысăк хуçалăхсенчен тĕслĕх илеççĕ.
- Çĕрпе ĕçленĕçем ĕне-выльăх тытас шухăш çуралчĕ. Мĕншĕн усрамалла мар-ха? Утă-улăм хамăр хатĕрлетпĕр, тырри те пур. Укçи-тенки утăмсерен кирлĕ: çунтармалли-сĕрмелли материал, вăрлăх, юсав пайĕсем туянмалла... Сутнă сĕтшĕн кашни уйăхрах икĕ хутчен татăлса пыраççĕ, - терĕ Алексей Васильевич фермер хуçалăхĕ пирки каласа панă май.
Çиччĕ виçсе пĕрре каснă хыççăн Павловсем пысăках мар вите хăпартнă. Хуралтăра май пур таран ĕçе механизацилеме тăрăшнă. Ĕнесене аппаратпа сăваççĕ, анчах тислĕке алăпа кăларма тивет. Хальхи вăхăтра хуралтăра 10 пуç ĕнепе пăрусем тăраççĕ. Вĕсене халăх кĕтĕвне яраççĕ.
Кил хуçи - Алексей Павлов- техника рулĕ умĕнче ытларах хăй ларать. Тракторпа та, автомашинăпа та çỹрет. Шупашкарта пурăнакан аслă ывăлĕ те канмалли кунсене килсен ашшĕне пулăшать. Пысăкрах ĕçсене вара юлташĕсемпе нимелле пурнăçлаççĕ.
Районта маттур та пултаруллă, çĕре чунĕсемпе парăннă çынсем пур чухне хирсенче тыр-пул та кашлать, пахча çимĕç те çитĕнет. Юхмапа Пăла тăрăхĕ малалла аталанса та аталанса пырать.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)