22 мая 2019 г.
Хастар, патвар чăваш хĕрарăмĕпе паллаштарас килет вулакан.ĕ Вăл - Мария Ильинична Мадюкова. Пур енĕпе те пултаруллăскер пурнăç таппипе тан утат, кун-çул уттинчен пĕрре те кая юлмасть.
Матюк Ахваниç йăхĕ
Хăш тăрăхра та пулин тăванлăх слетне ирттерни çинчен илтнĕ-и эсир. Ăна шăпах Патăрьел районĕнчи Çĕньялта йĕркелеççĕ. Мария Ильинична пуçарăвĕпе Матюк Ахваниç йăх-тымарĕн слечĕ кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртнĕ.«Тăванлăх туйăмĕсене çултан-çул çирĕплетсе пымалла. Кăна тума вара çăмăлах мА. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра шăпа çынсене тĕрлĕçĕрелле салатать. Аякра тĕпленнĕ вырăнтан тухса çуреме те хĕн. Вăхăт шелсĕр шăвать, ваттисем пурнăçран уйрăлаçç, ачасем çуралаçç. Пĕр йăхран тухнăçамрăксем пĕр-пĕрне палламаççĕ.Çивĕч çак ыйту слет йĕркелеме хистерĕ мана, - паллаштарать ĕçĕ-хĕлĕпе Мария Мадюкова.
Матюк Ахваниç - Афанасий Савельевич Мадюков - вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттернĕ. Ылтăн алăллăскер 92 çула çитсе те лаша кулнĕ. Вĕсем мăшăрĕпе Ольга Тарасовнăпа 1 ывăлпа 6 хĕр çуратса устернĕ. Ывăлĕ Иван, 1910 çулта çуралнăскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен авланн. Пĕртен пĕр хĕрĕпе арăмне яла хăварса вăрçа тухса кайнă вăл. 1944 çулта Витебск патĕнчи хаяр çапăçура пуç хун. Афанасий Савельевичăн ултă хĕрĕçемьеленсе тĕрлĕçĕре саланн. Халĕĕнтĕçĕршывăн пур кĕтесĕнче те унăн тăхăмĕсем пурăнаççĕ, ача-пăча çитĕнтереçç.
Йăх-тымар йывăçĕн схеминче Матюк Ахваниç юнĕнчен ĕрченисем пурĕ - 166 ят. Ку йăхри çынсем юрра-ташша ăста, чылайăшĕ купăс калать.Çак енсем вĕсене Матюк Ахваниç юнĕнченех куçнă пулмалла. Вăл юратнă юрă халĕ йăх гимнĕ шутланать,
«Сад янăрать сар кайăк, ай, сассипе,
Чун савăнать тăвансем лайăххипе…»
Ăна кашни çулах слетра шăрантараççĕ. Уяв хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать, халĕ пурăнакан аслăăру çынни хĕрлĕ шарф çыхать, вĕсен ачисем – кăваккине, мăнукĕсем вара –шурин. Тăваттăмĕш сыпăкрисене сарă шарф çыхтараççĕ. Йăхăн эмблемине те туса хатĕрленĕ Мария Ильинична.
Çакна та асăнмасăр иртме çук, Матюк Ахваниç йăхĕçултан-çул йышланать. Акă пĕлтĕртенпе йыша виçĕ ача хушăннă. Слет йĕркеленнĕренпе пĕр çын та чакман. Пĕрремĕш уява 200 ытла çын пуçтарăннă. Кăçал çанталăк çумăрлă пулнăран сахалрах пухăннă. Иркутскра пурăнакансем те унта килсе курма ĕмĕтленеççĕ иккен. Чи аякра пурăнаканни вара - Надежда Шурякова /Гизбрехт/, Вăл 25 çул ытла Германире кун кунлать.
Слетра пĕр-пĕринпе паллашнисĕр пуçне тăван-пĕтен хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарать, шурпе çисе сăйланать.
Сцена - чун уççи
Ман шутпа, сăваплă ку ĕçе чăвашлăха парăннăçын çеç тума пултарать. Шăпах çакăн пирки сăмах пуçартăм Мария Ильиничнăпа.«Шкулта вăй хунă вăхăтрах манăн тулевсĕр тепĕр ĕç пулнă - клубра тĕрлĕ мероприяти ирттерес, халăха савăнтарасси. Ку вăл маншăн - чун уççи. Пĕрремĕш класра сцена çине хăпарнă та паянхи кунччен те анма пĕлместĕп унтан», - терĕ вăл.
Маларах вырăнти хĕрарăмсен канашĕн ертуçи пулнă май «Илем» фольклор ушкăнне те вăл пуçарнипе йĕркеленĕ. Паян ушкăн «халăх» ячĕллĕ. Районта çеçмар, республикăра та палăрнăскер.«Ялти культура çуртне халăхпа тирпей-илем кĕртни те куç умĕнчех. - малалла тăсăлчĕ калаçу. - Авариллĕçурт тесе ăна хупсах хунăччĕ. Эпĕ ун чухне шкул директорĕнче тăрăшаттăм. Клубшăн та чун ырататчĕ.Çавна май фольклор ушкăнĕсемпе ăна тирпей-илем кĕртме тытăнтăмăр, халăх та пулăшрĕ. Вĕренекенсем те маттур пулчĕç. Хамăр тăрăшнипе йĕркене кĕртрĕмĕр. Каярахпа вара культура çуртне юсамашкăн бюджетран укçа уйăрчĕç. 2017 çулта тăррине çĕнĕрен витрĕç строительсем, алăксем улăштарчĕ. Шалти ытти ĕçе ял халăхĕпе пĕрле пурнăçларăмăр. Халĕ газ кĕртес тесе тăрăшатпă.Çапла халăхпа кар! тăрса ĕçлесен тăва та кутăн çавăрма .
Мария Мадюкова халĕ - Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.«Çак лава туртма çăмăл мар пулĕ», - кăсăклантăм эпĕ.«Тăрăшсан йывăрлăха çĕнтерме пулатех. Эпĕ ку тилхепене тытичченех ял-йышпа пĕрле ĕçленĕ, халăха масар тасатма илсе тухаттăм, ытти ĕçе те пурнăçланă.Çавăнпа та эпĕ йывăрлăха туймастăп. Халăх мана пулăшса пырать, тĕрев парать», - пулчĕ хур. Кунне миçе ыйту татса пама тивет-ши ăна. Унсăр пуçне вырăнти шкулта чăваш чĕлхи те вĕрентет. Унăн ĕç стажĕ - 43 çул.
«Çитĕнсен учитель пулассине 1-мĕш класранах пĕлнĕ эпĕ, анчах мĕнле предмет вĕрентессине чухламан. Атте хăйĕн чĕрçи çине лартатчĕ те, «Маньăна учитель тăватăп, Кольăна – шофер, Любăна – артистка», - тетчĕ. Чăн та, эпĕ учитель пултăм, Коля –шофер, Люба артистка пулаймарĕ. Халĕ вăл Украинăра пурăнать. Эпир пиллĕкĕн пĕртăван çитĕннĕ, - малалла тăсăлать сăмах çиппи.
Чăваш чĕлхине юратасси вара Турхан шкулĕнче пĕлу панă Любовь Мартьяновăран пуçланнă. Любовь Васильевна урокĕсене паянхи кунччен аса илет вăл.«Театр кружокĕ йĕркеленĕччĕ. Икĕçулта виçĕ пысăк спектакль лартрăмăр, «Çĕрпе хĕр»,«Юрату вилĕмсĕр»,«Хĕвел тухнă чух». Ку спектакльсемпе таврари ялсене çуреттĕмĕр.Çулла çуран утнă, хĕлле – лашапа. Икĕ метр тăршшĕ стена хаçачĕ кăлараттăмăр. Унта хамăр сăвăсене пичетлеттĕмĕр. Любовь Васильевна хăйĕн сăввисемпе те паллаштаратчĕ. Манăн сочиненисене класс умĕнче вуласа пани те асрах.«Мария, санăн чăваш чĕлхи учителĕ пулмалла», - тетчĕ хавхалантарса. Эпир, вĕренекенсем,ăна питĕ юрататтăмăр. Любовь Васильевна пире вĕрентсе кăларчĕ те Турхан шкулĕнчен кайр. Пултаруллă вĕрентекенпе, сăвăçпа паллаштарнăшăн шăпана тав тăватăп, - кăмăллăн калаçрĕ хĕрарăм.
Поэзие юратасси унăн шкул çулĕсенченех пуçланнă. Паян Мария Мадюкова - виçĕ кĕнеке автор. Виççĕмĕшĕçак кунсенче кун çути курнă.
Иксĕлми хастарлăх
Мария Ильинична мăшăрĕпе 3 хĕрпе 1 ывăл çитĕнтернĕ. Шел, упăшки вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ачисем çемьеллĕ,ĕçл,çурт-йĕрлĕ. Ултă мăнукпа савăнать вăл. Кĕрĕвĕсемпе кинне те хăйĕн ачисем пекех юратать. Тĕпренчĕкĕсем маттур пулнишĕн амăшĕн чунĕ хĕпĕртет. Кирек епле ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ пĕртăвансем. Амăшĕ йĕркелекен тăванлăх слетне пурте хутшăнаççĕ.
«Ял ватăлса пыни çеç пăшăрхантарать. Килсерен пĕчченшерĕн кун кунлатпăр.Çуртсем кермен пек, пурăнма пĕтĕм условии пур, кил-çурта газ ăшăтать, шыв кĕрет-тухать.Ĕççукран çамрăксем яла юласшăн маар.Çулла вара урам хуларан килнĕ мăнуксемпе тулать», - савăнăçне пытармарĕ хĕрарăм.
Мария Ильиничнăн ашшĕ ялта ăста тимĕрçĕ пулнă, амăшĕ вара –çĕвĕç. Асламăшĕ кунне-çĕрне пĕлмесĕр пир тĕртнĕ.Ăсталăх тени ăна та куçнă. Вăл чăваш кĕпи, саппун çĕлет.«Хам валли те хатĕрлерĕм. Саппуна тĕрлесе илемлетрĕм.Çынсене те çĕлесе паратăп. Акăçак кунсенче çеç Аслă Арапуçсем валли виçĕ саппун çĕлерĕм», - тĕлĕнтерет Мария Ильинична.«Хăш вăхăтра ĕçлесе ĕлкĕрет-ши?» - шухăшларăм эп. Ман шухăша куçран пăхсах ăнланчĕ вăл.«Эпĕ 3-4 сехет çывăрнипех çырлахатăп.Çынсем кĕту хăваланă вăхăтра çывăрма выртатăп та ĕçе кайма тăратăп», - терĕ вăл.
Хастарлăхĕçăл куç пек тапса тăрать унăн. Малашне те ывăнмасăр ĕçлеме., сывлăхпа пурăнма сунас килет çак хĕрарăма. Ахальтен мар çакнашкал йĕркесем çырăнаççĕ унăн,
…ЭппинĔ шутлар мар иртни çинчен,
Куçран пăх малашлăх - çутă кун!
Ватлăха ан туйтăр манăн чун -
Çапла çамрăк чухнехи пек çун!
Валентина ПЕТРОВА
Источник: "Хыпар"