22 января 2019 г.
Артист вăл - куçаруçă пек.
Пин тĕрлĕ çыннăн кăмăлне
Кĕртет вăл ĕмĕр тăршшĕпех
Хăй сăн-питне, ỹтне, чунне.
Çĕршер сăнар туса парать
Кайран вăл çак асапĕнчен.
Поэма евĕр янăрать
Ун ролĕ сцена тĕнчинчен.
Ун ĕçĕ - аслă куçару:
Ун вăйĕпе, ун таппипе
Кĕрлет - ăсталăх, пултару
Чăваш шăпин хавалĕпе.
(Г. Айхи. "Çын тата сцена")
2019 çула Раççейре Театр çулталăкĕ тесе палăртнă. Чăваш Ен вара пирĕн ентешĕн - Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин 85 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 293-мĕш номерлĕ ятарлă хушу кăларнă, тумалли тĕрлĕ ĕçе палăртнă.
Çак кунсенче Çĕньял халăхĕ Раççейри Театр çулталăкне, Г. Айхин 85 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă уяв каçне пуçтарăнчĕ.
Чи малтанах сцена çине Çĕньялти Геннадий Айхи ячĕллĕ тĕп шкулта вĕренекенсем тухрĕç. А. Антонова ертсе пыракан театр студине çỹрекен пĕчĕк "артистсем" "Виçĕ сысна çури" юмаха питĕ ăста выляса пачĕç.
Мĕн пĕлетпĕр-ха эпир Геннадий Айхи çинчен? Мĕнле сăввисем чуна тыткăнлаççĕ? Кун çинчен куракансене шкулти Геннадий Айхи музейĕн ертỹçи М. Мадюкова каласа, ентешĕмĕрĕн темиçе сăввине вуласа пачĕ.
"Геннадий Айхи сăввисене ăнланма йывăр тенипе килĕшес килмест. Вĕсене ăнланас тесен поэт ăнкарăвĕн шайне çитмелле, ун тĕнче курăмĕпе пурăнмалла. Шкулта çулсерен иртекен "Айхи вулавĕсем" районти сăвă вулакансен конкурсне хутшăнакансен йышĕ ỹссе пыни, аслă классенче вĕренекенсем çеç мар, кĕçĕннисем те поэт хайлавĕсене туйăмпа вулани вăл халăха çывăх пулнине çирĕплетет. Юбилей çулталăкĕнче палăртнă ĕçсем ентешĕмĕр пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлме пулăшчăр, пархатарлă ĕçĕн тăсăмĕ пултăр. Пĕчĕк чăваш ялĕнче çуралса çитĕнсе тĕнче умне тухнă, Нобель премине пама тăратнă кандидат таран ỹсме пултарнă халăх поэчĕпе мухтанмалли сăлтав Çĕньялсен чăнах та пур. Паянхи уяв каçĕ аслă поэтăмăр таланчĕ умĕнче пуç тайни те пултăр!" - палăртрĕ хăй сăмахĕнче Мария Ильинична.
Театр тенĕрен, Çĕньял клубĕнче 1968 çултах драма кружокĕ йĕркеленнĕ. Унăн руководителĕ пулса 30 çул ытла В. Антонов тăрăшнă. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ çак çулсем пирки нумай каласа пачĕ: "Пурĕ 25 спектакль лартнă, унта ялти 300 ытла çын хутшăннă. "Айтар", "Кушар", "Вутлă ункăра", "Кай, кай Ивана", "Куккук çаплах авăтать", "Энĕш хĕрринче"... Чи кăткăсси вара - "Нарспи" поэмăна сцена çине кăларасси пулчĕ, вылякансем пурĕ 25-ĕн, массăллă сценăра тепĕр çавăн чухлĕн! Юлашки спектакль 2015 çулта В. Дергуновăн "Эх, çак ял пурнăçне!" пьеси пулнă".
Темиçе кун каялла çеç Владимир Васильевич хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Мадюкова Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн Р. Селивановăн салам çырăвне вуласа пачĕ, ял тăрăхĕн Тав хучĕпе чысларĕ. Кăçал Раççейре Театр çулталăкĕ пулнă май, юбиляр çĕнĕ спектакльпе ял халăхне савăнтарасса шанни çинчен пĕлтерчĕ.
Ĕçтешне саламлама Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Шакин сăмах илчĕ. Культурăпа искусство ăстисем юнашар тăрăшса пысăк çитĕнỹсем тунă, пĕр-пĕрне сăмахпа та, ĕçпе те пулăшнă.
Уявра Анат Тăрмăшри культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн солисчĕ Ф. Пузырева Фарида репертуарĕнчи илемлĕ юрра ăста шăрантарчĕ.
Кỹршĕри Турхан ялĕнчи "Çеçпĕл" фольклор ушкăнĕн (ертỹçи - Р. Семенова) чăваш тата вырăс юррисем пурин кăмăлне те кайрĕç.
Сцена çине Çĕньялти "ИЛЕМ" халăх фольклор ушкăнĕ (ертỹçи - В. Верликов) тухсан пурте тăвăллăн алă çупса ячĕç. Ку ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе районти куракансене çеç мар, республика тулашĕнче те тĕлĕнтернĕ.
Çапла, юрă хыççăн юрă шăранчĕ, кулăшла сценкăсем улшăнчĕç, сăвă йĕркисем янăрарĕç.
Н. КВАСОВА. Çĕньял
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)