Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăваплă ĕçшĕн - ăшă сăмах

30 октября 2018 г.

ПУРНĂÇРА ырă çынсем, сăваплă ĕç тăвакансем сахал мар. Çакна пĕр тĕслĕхпе çеç çирĕплетем. Чылай чухне район территорийĕнче автобуссем чарăнмалли вырăнта çынсем сарăмсăр çеç çỹп-çап тăкмалли "полигон" туса хунине курма пулать. Вĕсем пĕр именмесĕр ăпăр-тапăр чĕркемпе пăрахаççĕ те хăвараççĕ. Ку тĕлĕшпе Çĕньялти культура ĕçченĕсемпе уйрăм хастарсем çакнашкал обществăлла кĕтесе те "шефа" илни ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Çу каçа ялти культура çуртне хирĕçли чарăну вырăнĕнче пассажирсене илемлĕ чечексем кăмăла уçнă. Бархатцысем паянхи кун та çеçкисене тăкман-ха.

Темиçе уйăх каялла çеç çĕнĕ "лава" кỹлĕннĕ Мария Мадюкова ял тăрăх пуçлăхĕн хастарлăхĕпех ытти ĕçсем кал-кал пулса пыни те кăмăллă. Çак кунсенче уйрăм пуçаруçăсемпе депутатсем, волонтерсем, ял çыннисем çуркуннехи шыв-шурта шар курнă кĕпере юсаса йĕркене кĕртнĕ. Пархатарлă ĕçе кашнийĕ хăйĕн тỹпине хывма тăрăшнă: пĕрисем техникăпа, теприсем ĕçлесе, виççĕмĕшсем тата ытти ырă ĕçпе алă тăсса пулăшнă. Тепĕр чухне пĕрлĕхпе туслăх темĕн-ле пысăк укçа-тенкĕрен те хаклăрах çав...

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика