Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çула çитеççĕ те, иртеççĕ те

09 октября 2018 г.

ÇЫННĂН ĕмĕрне пĕр ĕмĕрпе шутлаççĕ. Шел пулин те, пурте унта çитеймеççĕ, çавăнпа та 100 çула çитнисене чăн-чăн телейлисем тесе калас килет. Çĕньялта пурăнакан К. Елимова та çак кунсенче хăйĕн сумлă юбилейне паллă турĕ. Вăл Çĕньял ял тăрăхĕнче вуннăмĕш теçеткене çитнĕ пĕртен-пĕр çын!

Ксения Ивановна Çĕньялтах çуралнă. Тăваттăн пĕр тăван пулнă, паяна вăл пĕчченех тăрса юлнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленсен çак ял ачипех, пĕр касра ỹснĕ Константин Ивановичпа, çемье çавăрнă. Вĕсем мăшăрĕпе пĕр сукмакпа 50 çул ытла утнă, 5 ачана кун çути парнеленĕ. Кил хуçи 2002 çулта ку тĕнчерен яланлăхах уйрăлнă. Юбиляр паян Мария хĕрĕн çемйи хỹттинче, 14 мăнукĕпе, 24 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.

Районта 90 çултан иртнĕ 235 çын пурăнать. Чи аслисем - Тутар Сăкăтĕнчи Решидя Настртдиновна Азизова, Чăваш Ишекĕнчи Дария Михайловна Куликова - 104 çулта. Шăнкăртамри Гельмизиан Алимовна Фасхутдинова та кăçал пĕр ĕмĕрхи юбилей кĕрекине тăванĕсене йыхравланă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика