02 февраля 2018 г.
Турă телей валеçнĕ чух
Анне килте пулайман.
Çавăнпа та телей патне
Анне чупса тухайман...
Хĕллехи вăрăм та сивĕ, çил-тăманлă, çуллахи шăпчăк сăмси тăршшĕ каçсенче те çак юрра юрлать Валя аппа. Хăш чух çурма сасăпа, хăш чух куççуль витĕр: килте пĕчченех - кăмăла ирĕке яма никам та чăрмантармасть. Иртнине аса илсе куç умне кăларса тăратма та...
Пурĕ çиччĕн пĕр тăван пулнă вĕсем. 1925 çулта çуралнă Хветĕр пиччĕшĕ яппун вăрçине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине те хутшăннă. Киле аманса таврăннă пулсан та вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă вăл - 92 çула çитсе вилнĕ. Тури Чакă ялне качча кайнă Маюк аппăшĕ вăрçă вăхăтĕнче те, хыççăн та тракторпа çỹренĕ. Хальхи вăхăтра Нăрваш Шăхалĕнче 86 çулти Анна аппăшĕ, Ростов хулинче Тарье аппăшĕ пурăнаççĕ.
Ашшĕ, Андрей Алексеевич Илларионов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен Мускав хули çывăхĕнче салтак службинче тăнă, вăрçă пуçлансан хими заводĕнче ĕçленĕ. Сывлăхсăр килнĕ те Валя аппа 20-ре чухне çĕре кĕнĕ. Амăшĕ - Вера Николаевна _ кунĕн-çĕрĕн колхозра вăй хунă.
Çĕньялта пурăнакан Валентина Андреевна Денисова 14 çулта чухнех фермăна ĕçлеме кайнă. "Мана та ĕне сума вĕрентĕр-ха, унсăрăн эпир çурта та çĕнетейместпĕр", - тенĕ тет вăл. Çапла доярка пулса тăнă. Каярахпа лашапа çỹренĕ. Канаша удобрени тиеме кашни çул кайнă. "Груз турттаракан машинăпах çỹреттĕмĕр. Тутă пулман ĕнтĕ, вакунсене юсакан завод столовăйне паттун илме каяттăмăр, вăрăм черет тăраттăмăр", - тет Валя аппа.
Хĕр çулне çитсен ял каччипе Виталий Денисовпа паллашнă.
- Хветĕр тете киличчен мана килĕшнĕччĕ ĕнтĕ, вăл качча парасшăн та марччĕ. Пирĕн туй хыççăн хăй Краснодара ĕçлеме тухса кайрĕ. Анне пĕччен юлчĕ, килте хутма вутă та çук. Анне вара хамăр çуртра шкул ачисене вĕрентме ирĕк пачĕ. Икĕ çул шкул вуттипе ăшăнса пурăнкаларĕ. 1953 çулта çуралнисем 1961-1963 çулсенче пирĕн патра вĕреннĕ.
- 1961 çулхи ноябрьте туй туса пĕрлешрĕмĕр,- малалла сăмаха тăсать Валентина Андреевна. - Эпĕ те, мăшăрăм Витали те кунĕн-çĕрĕн ĕçре. Фермăра тăрăшакансене ĕнесемпе пĕрле çуллахи лагере 3-4 уйăхлăха вăрмана леçсе янă. Витали, "С-100" маркăллă тракторпа ĕçлекенскер, Ишлĕ Шетмĕ вăрманне эрнелĕхе каятчĕ. Пĕрне пĕри канмалли кунсенче кăна кураттăмăр.
1962 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнче Виталие салтака илсе кайрĕç. Авланиччен вăл трактористсен курсĕнчен вĕренсе тухсанах çĕнĕ çĕре - çерем çĕрсене уçма кайнă, унтан Магнитогорск хулине металлурги заводне тунă çĕре янă. Икĕ уйăх çурăри ывăлпа тата ватă аннепе тăрса юлтăм. Нуши кунпа пĕтмен иккен- çулталăк Барнаулта службăра тăнă хыççăн декабрь уйăхĕнче киле хăрушă хыпар çитрĕ: ман Витали вилнĕ! Эпир ун чух бригадăра кантăр типĕтмелли сарай тăррине тăпра хăпартаттăмăр. Хăрушă хыпара илтсен тĕнче ишĕлсе аннăн туйăнчĕ. Унтан та ытларах - пытарма каймалла теççĕ. Мĕнле каймалла, епле çитмелле - инçе-çке! Ывăлсемпе иксĕмĕр (упăшкан пиччĕшĕ - Николай Александрович Денисов) декабрĕн 2-мĕшĕнче тухса кайрăмăр. Юр çуманччĕ-ха ун чух, резина атăпах çула тухрăм. Барнаула çитрĕмĕр - унта сивĕ. Кăçатă тупса тăхăнасчĕ, анчах кама паллатăп-ха унта? Юрать ку хулара хамăр ялсем - Иван Сидорович Нестеров, Нина Клементьевна Макарова, Еня Шакина пурăннă. Иван арăмĕ хăйĕн ботинкине пачĕ вара...
Виталин чаçне аран шыраса тупрăмăр. Мĕн пулнă-ха мăшăрăмпа? "Сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килмелле пултăр", тесе чиперех пиллесе ăсатрăмăр-çке! Ăшра малтанах темле лăпкă марччĕ-ха, мĕншĕн тесен салтакăн килтен тухсан каялла çаврăнса пăхма, никам патне те кĕме юрамасть тенĕ ĕлĕкех ваттисем, Витали вара кỹршĕри тăвансем патне кĕнĕ. Çак хыпара пĕлтерчĕ пуль тетĕп халь.
Витали мĕнле вилнине командирĕ каласа пачĕ. Вăл кун машинăпа инçе çула рейса кайнă, кайран увольненине тухнă. Каçхине гаража кайнă та машинине ăшăтас тенĕ пуль (сивĕ, ыран каллех рейса каймалла пулнă), ĕшеннĕскер çывăрса кайнă, сĕрĕмпе чыхăнса вилнĕ, терĕç. Декабрĕн 6-мĕшĕнче çавăнти салтаксен масарне пытартăмăр вара. Палăк та, чартак та лартнă çар чаçĕ. Анчах урăх пĕр пулăшу та, ачашăн пособи те илеймерĕм. Служба ĕçĕсене пурнăçланă чух вилнĕ тесе çырман та мана панă справка çине....
Пурăнтăмăр вара çапла. Майĕпен çĕнĕ çурт лартрăмăр. Кашни кун колхоза ĕçе утнă, кашни çул преми илме тивĕç пулнă: пусма тĕркисем, пододеяльник, йĕтĕн пир, шап-шур простынь панăччĕ те - халлĕччен сарма шеллесе пурăнатăп. "Ĕç ветеранĕ" ята та тивĕçнĕ.
Ашшĕсĕрех ỹссе çитĕннĕ Вова ывăлне 1986 çулта авлантарнă. Мăшăрĕ - Вера Петровна - учительница. Халĕ вĕсем Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнаççĕ. Вова çăкăр заводĕнче слесарь пулса ĕçлет, арăмĕ - шкулта. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ, пĕри авланнă та ĕнтĕ. Валя аппан Злата тата Владик мăнукĕсем пур.
1992 çултанпа Валентина Андреевна пĕчченех пурăнать. Пахчара тăрмашать, хĕлле юр хырать, картишĕнчен туртать. Сывлăхĕ чаплах мар: чĕри те сикет, юн пусăмĕ те вылять, ал-ури те сурать...
- Çулла çăмăлтарах - çĕр кĕске, кăнтăрла кỹршĕсемпе урамра калаçса ларма пулать. Хĕллехи çил уланă каçсене ирттерме питĕ йывăр. Алса-чăлха çыхатăп, упăшка салтакран янă çырусене вулатăп, вĕсене пăхмасăр пĕлетĕп пулин те. 11 уйăх мăшăрлă пурнăçпа пурăнтăм, унăн ăшшине туйса та кураймарăм. Вăл паян та куç умĕнче çап-çамрăк та сып-сывă пек. Манран çынсем мĕншĕн качча каймастăн тесе нумай ыйтнă. Пĕрре кайса ыр курманнине тепринче телейлĕ пулăп-и, теттĕм яланах. Витали асран тухмарĕ...
Вăхăт шăвать, ĕмĕр иртет. Ватлăхра çемье ăшшине туйса пурăнас килет. Мăнуксене утьăкка сиктерсе кураймарăм - кĕçĕн мăнуксене чĕрке çине лартса çупăрласчĕ... Çак ĕмĕт пурнăçланасса шанатăп...
М. МАДЮКОВА. Çĕньял
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)